Кӗçӗн Чăнлă кӗрешӳçисем
Ӗнер. Паян. Ыран
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчи Сабантуйра Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн кӗрешӳҫӗсем Ильяс Хусаинов, Антон Саймуллов, Альфинад Миначев тата Эмиль Хаяров ăнăçусем турӗç. Тренерӗ – Радик Низамов.
Турнир пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Ильяс Хусаиновпа Антон Саймуллов хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннă. Альфинад Миначев – кӗмӗл призер, Эмиль Хаяров вара, виҫҫӗмӗш вырăна çӗнсе илнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар Сабантуйӗн абсолютлӑ паттӑрӗн ятне Антон Саймуллова панӑ.
Ҫапла вара, Çӗпрелӗн кӗрешӳҫисем районăмăр хӑйӗн вӑйлӑ та талантлă спортсменӗсемпе чапа тухнине тепӗр хут кӑтартса пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев