Кавӑн – усăллă, витаминсемпе пуян
Специалист канашӗ
Кавӑн организмшӑн усӑллӑ пулни çинчен «Россельхозцентр» бюджет учрежденийӗн Тутарстан Республикинчи филиалӗн ертсе пыракан агрономӗ Салават Галимзянов каласа парать.
– Кавӑн – универ-саллӑ тата усӑллӑ культурӑсенчен пӗри, ӑна кил-ҫурт таврашӗнче ӳстерме пулать.
Вӑл хӑйӗн ҫимӗҫӗсемпе куҫа савӑнтарать кӑна мар, витаминсемпе микроэлементсен чӑн-чӑн мулӗ те.
Формипе тата тути-масине кура, кавӑн ҫимӗҫне виҫӗ тӗп категорие пайлама пулать:
– ир ӗлкӗрекен, анчах тухӑҫӗ сахал тата кӗске вӑхӑтлӑх хытӑ кавӑнсем;
– ҫимӗҫӗсем пысăк пулнăран сахӑрлӑхӗ 15 процента ҫитет (танлаштарма арпусӑн сахӑрлӑхӗ 11 процент таран);
– мускат кавӑнӗнче каротин нумай.
Тутарстан терри-торийӗнче ӳстерме кавăн вăррин «Паттӑрăн вӑйӗ»,«Сӑрӑ Атӑл 92», «Донская сладкая» сорчӗсене туянма пулать.
Кавӑн А Витамин (бета-каротин евӗр) куҫа лайӑхлатать, иммунитета ҫирӗплетет. С витамин шӑнса чирленипе кӗрешме пулӑшать. Нерв тытӑмӗ йӗркеллӗ ӗҫлеме кирлӗ В ушкӑнри витаминсем, чӗрепе юн тымарӗсен сывлӑхне тытса тӑракан кали, апат ирӗлессине лайӑхлатакан клетчатка пур. Унсӑр пуҫне кавӑн сахал калориллӗ, ҫакӑ ӑна диетӑллӑ апат валли чи лайӑх ҫимӗҫ тӑвать.
Çакă та нтереслӗ, кавӑн ҫынсемшӗн кӑна мар, выльăхсемшӗн те усӑллӑ. Кавӑн апат ирӗлессине лайӑхлатать, сӗт тухӑҫлӑхне ӳстерет, апата витаминсемпе пуянлатать. Ӑна чӗрӗлле те, силос е хутăш апат йышӗнче те пама пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев