Кашни çыннăн – хăйӗн шăпи
Тыл ӗҫченӗн савăнмалăх 9 мӑнук тата 8 кӗҫӗн мӑнук пур
Матак ялӗнче пурӑнакан, тыл ӗҫченӗ, вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ Ольга Васильевна Мидюкина 97 çул тултарчӗ.
Тыл ӗҫченне район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Владимир Шумилов ӑшшӑн саламларӗҫ. Хӑнасем юбиляра РФ Президенчӗн Владимир Путинăн саламлă открыткине, район пуҫлӑхӗ ячӗпе парне, чечексем пачӗҫ. Вӗсем вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ӗҫленӗшӗн ăна тав турӗç, ҫывӑх ҫыннисен сывлӑхӗпе тимлӗхне сунчӗç.
Ольга Васильевна 1929 ҫулхи мартăн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ишлӗ ялӗнче ҫут тӗнчене килет. Ашшӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуçлансан фронта тухса каять. Вӑрҫӑран таврӑнсан йывăр сурансене пула вилет. Амӑшӗ ачисене пӗчченех пăхса ӳстерет.
Ольга Васильевна хӑйӗн шӑпине Матак ялӗн ҫыннипе, вăрçăра хутшăннă Николай Владимировичпа ҫыхӑнтарать. Мăшăрӗпе вӗсем виҫӗ ача пăхса ӳстереççӗ: икӗ ывӑл тата пӗр хӗр. Нумай ҫул колхозра тӗрлӗ ӗҫре вӑй хурать. Ольга Васильевна хӑйӗн ывӑлӗсенчен пӗрне ир çухатать. Мăшăрӗ те 23 ҫул каялла вилнӗ.
Хальхи вӑхӑтра юбиляр килӗнче пӗчченех пурӑнать. Аслă çулсенче пулин те, çамрăк чухнехи чун çирӗплӗхне çухатман.
Паян тыл ӗҫченӗн савăнмалăх 9 мӑнук тата 8 кӗҫӗн мӑнук пур. Хӗрӗ кӳршӗ районта, Шăмăршă ялӗнче, пурăнать. Юнашарах кӗҫӗн ывӑлӗпе мӑнукӗсем пурӑнаççӗ. Вӗсем яланах уншӑн тӑрӑшаҫҫӗ, тӗрлӗ пулӑшу параҫҫӗ.
Ольга Васильевна хӑнасем килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ, пурне те ҫакӑн пек тимлӗх парса, хисеп тунăшăн тав турӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев