Кăшарни уявĕ
Тӗн тата çын
Çĕнĕ çула кĕтсе илессипе çыхăннă асамлăх туйăмĕ сĕвĕрĕлсе те ĕлкĕреймерĕ – Кăшарни-Крещенке те çитсе пырать.
Кăшарни – Çĕнĕ çул тапхăрĕнчи уяв. Малтанхи вăхăтра ăна кунпа çĕр танлашнă тапхăрта паллă тунă. Христос тĕнне йышăнсан вырăссен «çветккипе» пĕрлешсе кайнă.
Кӑшарни эрни Раштавран (январь, 7) пуҫласа Крещенкке (январь, 19) таран пынӑ.
Мӗн ӗлӗкрен Кăшарни кунĕсенче ялта кулăшла тумланнă çынсем килĕрен-киле çӳренĕ. Вĕсем çамрăксем уяв ирттерекен пӳрте те кĕнĕ. Кунта хайхискерсем кулленхи пурнăçри кулăшла самантсене туса кăтарнă, пурне те култарма тăрăшнă. Çапах та вĕсен тĕп тивĕçĕ ялтан усал чунсене тата халăха хирĕçле кăмăллă вăйсене хăваласа кăларасси шутланнă.
Кăшарни хыççăнхи ир турă шыва аннă кун пуçланнă. Ку уява Евангелире çырса кăтартнă Иоанн Креститель Иисус Христоса Иордан шывне кĕртнине асăнса çирĕплетнĕ.
Кăшарнири /Крещени/ шыва пирĕн асатте-асаннесем уйрăмах хакланă, çулталăкĕпех упранă, ку йăла халӗ те малалла пырать. Унпа чун-чĕрене лăплантарма та, сурансене, чир-чĕре ирттерсе яма та усă курнă.
Кăшарнинче юр çусассăн тырпул лайăх пулать тесе хĕпĕртенĕ хресчен.
Кăшарни уявĕ умĕнхи каçхине тĕне ĕненекенсенчен нумайăшĕ усалсенчен сыхланма, çылăхсенчен хăтăлма вакка чăмса, сăваплă шывра тасалма тăрăшать.
Ҫӗпрел районӗн ҫыннисемпе хӑнасем кӑҫал ятарлӑ вакăсенче шыва кӗме пултараҫҫӗ. Ҫӑлавҫӑсемпе медицина ӗçченӗсенчен тăракан дежурство йӗркелеççӗ.
Вакăра шыва кӗрсе тухнă чухне хăрушсăрлăх çинчен те ан манăр.
Пур çынна та вакка кӗме юрамасть
Пăр пек сивĕ шыва кĕни пуриншĕн те хăрушсăр мар. Сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен тата ытти хăш-пĕр чирсем вакка чăмма юраманнин сăлтавĕсем шутланаççĕ. Сивĕре ачасене шыва кĕртме сĕнмеççӗ, вĕсен ӳт температурине йĕркелес тытăм аталанса çитмен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев