Карчăк ăшши
Калав
Кĕрхи хĕвеллĕ кун урама тухсан кӳршĕсем калаçса тăмасăр тăраймарĕç. Хĕвел ăшшинче сак çине ларсах канчĕç. Пĕр çăмхана салтсан тăсăлать çав.
– Ах, епле ăшă çанталăк хуçаланать. Карчăк ăшши килсе çитрĕ пуль, – савăнăçлăн утса пычĕ кӳрши патне. – Урама тухас терĕм.
– Надюша ҫӗрулми кӑларма та пуҫлӗ ак тетĕп. Авӑрне лӑскаса пӗтернӗ, анине тирпейлесе тухнӑ, трактор ҫеҫ кӗтмелле кӑна юлать, – кӳршишĕн савăнчĕ Маруç урама тухсан.
– Майĕпен пуçламалла пуль. Ялан хĕвеллĕ кунсем пулмĕç. Çумăр та çăвĕ, – терĕ Надюша. – Çанталăка ялан пирĕн енче пулмĕ.
– Юрать Уйкассинчи Макçăм тракторĕпе силлетерсе пачĕ. Унсăрăн пулсан тăрмаланса кун та иртсех каятчĕ, – терĕ Маруç.
– Эпĕ вунă сотăй анана пӗр пӗчченех, йывӑҫ кӗреҫепе чавса кӑлартӑм. Суйласа та илтӗм, аран-аран пĕтертĕм, – ывăннине пăлартрĕ Катерина.
Çула май тусĕсен тĕлне çитсен чарăнса тăрса канса илчĕ.
– Упӑшку ӑҫта вара? – тĕлĕнсе ыйтрĕ Надюш, – Мускава ĕçлеме кайнă-и?
– Аха, кайнă, тет. Тухмарӗ те тумарӗ. Аран-аранах михӗсене пĕчĕккĕн йӑтса пӗтертӗм, – кӳреннĕн калаçрĕ Катерина.
– Санăн Тимахви сума сăвакан упăшка мар. Каяннăй! Чĕнмеллеччĕ. Пулăшма пыраттăм хаваспах, – терĕ Маруç. – Ăçтан капла аран утса таврăнатăн?
– Ӳлĕмрен йыхравлатăп. Акă аптека маҫсем илме кайрӑм. Пилӗк ыратса кайрӗ, сыпӑсем каçпа сураҫҫӗ. Икӗ кун хушши выртса кӑна çеç тӑтӑм. Апат пӗҫерме те тӑмарӑм. Мӑкӑртатса ҫӳресе ҫӑмарта кӑна пӗҫерсе ҫирӗ. Ир-каҫ телевизор курса выртрӗ. Пулӑшма тухаймарӗ. «Ĕçлĕ» çынна чăрманатарас мар терĕм. Мӗн пулчӗ тесе пырса та пӑхмарӗ. Вӑхӑчӗ ҫук имĕш, – çиллессĕн калаçрĕ Катерина.
– Ан кулян. Кӳршӗ Ҫеруш Ванюшка ывӑлӗ валли «лапӑлти» ҫӑмлӑ тетте туянса панӑ, ытлашши укҫа тӑккаламалли кӑна юлнӑ. Пирӗн вӑхӑтра ун пеккисем пулман та, урамра мечӗкпе вылясах ӳссе ҫитӗннӗ. Тĕттĕмленичченех чупнă, – тарăханçи калаçрĕ Надюша.
– «Лабубу» теҫҫӗ. Ҫавӑншӑн ачасем каҫса кайсах туянас ӗмӗтлӗ. Чебурашка пекех ҫӑмлӑ тетте. Кирлӗ-ши ҫав териех тетĕп хам та? – терĕ Маруç йăл-кулса.
– Панулми çав тери нумай кăçал. Тăкăнса пĕтет пуль? Ниçта хума çук. Варени те, компот та хатĕрленĕ. Банкăсене тĕп сакайне вырнаçтарма вырăн юлмарĕ, – терĕ Катерина.
– Ман ытлашшине «борька» çиет, витрепе валашкана ярса паратăп, – култарчĕ Надюша.
– Каяс-ха, маçсене сĕрес сыпăсене, таблеткăсене ĕçсе кăшт выртса канас, – терĕ те Катерина килне кайрĕ.
Кӳршисем Катеринăна хĕрхенсе калаçса юлчĕç. Маруç Лена фельдшерпа калаçса пăхрĕ. Лешĕ ĕç хыççăн кайса уколсем туса кайнă. Каç пулсан кайса килме тĕв турĕç, халне пĕлме.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев