Кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланӑр
Ку пӗлтерӗшлӗ
Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — килти тата вӗçен кайӑксен инфекци чирӗ. Асӑннӑ чир пирки эпир «Ҫӗпрел районӗнчи патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвӗ» бюджет учрежденийӗн начальникӗнчен-тӗп врачӗнчен Расим Низамовран ӑнлантарса пама ыйтрӑмӑр.
— Чир ернӗ кайӑксем сывлайми пулаҫҫӗ, вӗсен киккирикӗсем кӑвакарса каяҫҫӗ, ҫӑмарта тума пăрахаççӗ. Пысӑк патогенлă грипа пур кайӑк-кӗшӗк, ҫав шутра чӑхсем, кӑрккасем, кӑвакалсем, хир чӑххисем, цесаркӑсем, путенесем, чарлансем, синантроплă вӗҫен кайӑксем (кӑвакарчӑнсем, ҫерҫисем, ула кураксем, кӑвакалсем тата ытти те), ҫавӑн пекех, сыснасем, лашасем, шӑшисем, кушаксем, йытӑсем те, ҫынсем те парăнаççӗ.
Уйрӑммӑнах чӑх-чӗпсемпе кӑрккасен вируса сисӗмлӗ. Чӑхсем вирусӑн пысӑк патогенлă штаммӗпе чирлесен, чир час-часах ҫиҫӗм пек хӑвӑрт, ним туйӑмсӑр иртет, 100 процентлӑ вилӗмпе вӗçленет.
Килти кайӑк-кӗшӗкри грипăн паллисем
Кайӑк-кӗшӗк грипӗн вирусӗ мӗнпур чăх-чӗпсене, хур-кăвакалсене пӗтӗмпех сиенлет, ҫакӑн хыҫҫӑн 48-96 сехет хушшинче 100 процент вилӗмпе вӗҫленет. Сиенленнӗ кайӑк-кӗшӗкӗн малтанхи 48 сехетре мӗнле те пулин клиника паллисем, органсенче тата тӗртӗмсенчи паталогоанатомика улшӑнӑвӗсем курăнмаҫҫӗ. Чирлӗ кайăк-кӗшӗкре вăрах вăхăт хушши (96 сехет), депресси, апат çименни тата шыв ӗçменни пек клиника паллисем палăраççӗ. Йӑлмака витӗмӗсем, киккирикӗ кӑвакарать, тӗп нерв системи сиенленет.
Кайӑк-кӗшӗк грипне профилак-тикăласси
1.Ветеринари специалисчӗсене, вӗсем ыйтнипе, кайӑксене сӑнаса тăма ирӗк памалла.
2. Ветеринари специалисчӗсем кайăк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешесси тата профилактика енӗпе мероприятисем ирттересси ҫинчен калакан предписанисене пурнӑҫламалла.
3. Ветеринари специалисчӗсене килти кайăк-кӗшӗк сасартӑк вилни е чирлени ҫинчен, ҫавӑн пекех, вӗсем хӑйсене урăхларах тыткалани ҫинчен пӗлтермелле.
4. Вӗҫен кайӑксене специалистсем киличчен шиклӗ пулнă кайăк-кӗшӗке изоляцилеме мерӑсем йышӑнмалла.
5. Килти кайӑк-кӗшӗк картиш территорийӗнчен кăлармалла мар, килти кайӑк-кӗшӗксене вӗçен кайăксемпе, уйрӑмах шывра ишекенсемпе, хутшӑнтармалла мар.
6. Ветеринари докуменчӗсем пулнă тата грипа хирӗҫ вакцинациленӗ килти тата декоративлӑ кайӑк-кӗшӗке ҫеҫ туянмалла.
7. Синантроплӑ вӗҫен кайӑксене килти кайӑк-кӗшӗксем патне тата выльăх апачӗ усракан зданисене кӗртмелле мар (чӳречесемпе алӑксем ҫине сеткӑсем лартмалла).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев