Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ – сыхă пулăр!

Специалист канашӗ

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ вӑл – килти тата вӗçен кайăксен чирӗ. Чир пирки районти ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Расим Низамов каласа парать. 

– Кайӑк-кӗшӗк грипӗ – инфекци чирӗ. Инфекци ҫӑлкуҫӗ – чирлӗ кайӑк-кӗшӗк. Чирӗн инкубаци тапхӑрӗ 21 кунпа танлашать.

Кайӑк-кӗшӗк грипӗн вирусӗ мӗнпур чăх-чӗпсене, хур-кăвакалсене сиенлет, ҫакӑн хыҫҫӑн 48-96 сехет хушшинче 100 процент вилӗмпе вӗҫленет. Сиенленнӗ кайӑк-кӗшӗкӗн малтанхи 48 сехет хушшинче мӗнле те пулин клиника паллăсем курăнмаҫҫӗ. Ун хыççăн депресси, апат çименни тата шыв ӗçменни пек клиника паллисем палăрма пуçлаççӗ, киккирикӗ кӑвакарать.

Ҫавӑнпа хуҫалӑхсенче килти кайӑк-кӗшӗке ютсемпе хутшăнма май пулман условисенче усрамалла, апата хупӑ пӳлӗмсенче упрамалла. Кайӑксене ҫутҫанталӑк шыв-шурӗ патне кӗртмелле мар.

Кайӑк туянас текенсене вара эпӗ ӑна кайӑк грипӗ енӗпе хӑрушсӑр пулнă облаҫсемпе районсенче ҫеҫ туянма сӗнӗттӗм. Сутуҫӑсенчен кайӑк туяннӑ чухне кайӑк-кӗшӗке панă ветеринари докуменчӗсене пама ыйтмалла. Ҫӗнӗрен туяннӑ кайӑк-кӗшӗке 10 кунран кая мар карантинра тытмалла, ҫак вӑхӑтра кайӑк-кӗшӗкӗн сывлӑхне тимлӗн сӑнамалла. Вилӗ кайӑк-кӗшӗк е чир паллисем курăнсан кун пирки ҫийӗнчех ветеринари службине пӗлтермелле. Хурт-хӑмӑр ӑстисен те харпӑр гигиена правилисене пӑхӑнмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев