Каç пулсан, урама тухсан
Калавсем
Юр çуман тавралăхра каç сӗмӗпе куçран йӗп чиксен те, нимӗн те курăнмасть. Хыçалтан пыракана та палласа илме çук. Каç пулсан виçӗ тус уçăлма тухрӗç. Ял пурнăçӗпе паллашма. Курни-илтнине утнă майăн сӳтсе калаçма. Юрать хăйсен аллисем çине çутта тавăракан сулă çыхса янă. Скандинави патакӗсемпе шак-шак туса саркаланса утаççӗ çул хӗррипе.
– Каяннай чăххисем, кунӗн-çерӗн тулă сăхаççӗ, икӗ çăмарта çеç пуçтарса илетӗп йăваран, – тарăхса илчӗ Маруç.
– Миçе чăхă вара санăн? – ыйтрӗ Катерина.
– Шучӗпе вуннăн кашта çинче лараççӗ, автанӗ ертсе çӳрет таçта çырма-çатрасенче. Те ăмăрткайăксем йăкăртса каяççӗ? – тарăхса илчӗ Маруç.
– Ман виçӗ чăхă çеç, витрене ултшар-çичшер çăмарта пуçтаратăп йăваран, – каларӗ Надюша.
– Ман пачах чăхсем çук туянатăп лавккаран. Юрӗ, каласа парам-ха пӗр пулăм пирки. Шăматкун выльăхсене картана хупсан, каç пулсан лавккана кайма тухрăм. Тăкăрлăкран пăрăнсан «Зацепила меня, ослепила меня…» юрлани илтӗнет ҫырмара, каҫхи сасӑ ян! каять. Чарăнса тăрсах итлерӗм каçхи «юрăçа». Курах кайрӑм, юпа ҫутисем тӗлне ҫитсен кӳршӗ Энтри пулса кайрӗ. Аванах хӗрӗнкӗскер Куçук патӗнчен таврӑнать. Хӑйӗн тумӗсӗм куршанаксемпе ҫыпӑҫса пӗтнӗ. Юрри те килӗшӳллӗ вӗт-ха, – лӗхӗлтетрӗ Катерина. – Ну, Оляран çакланать патак терӗм. Тем мăкăртатрӗ, ăнланса илеймерӗм. Хам тухнă çере утса кайрăм.
– Çапла пилӗк авса çемьене тытса тăрассишӗн тăрăшать, – тăсрӗ сăмахне Надюша. – Кăшт чунӗ çемçелнӗ.
– Кил умне ҫитсен, Мариçӗ урама шырама тухнăскер, вӗри ҫӗлен пек «чашкӑрма» пуҫларӗ. Янраттарать таврана, – терӗ Катерина.
– Виçӗмкун пусӑран шыв ӑсма тухнӑскер тем хытӑ шавланӑ сасӑ илтӗнчӗ. Хирӗçри Ваҫҫана Мариç арӑмӗ тустарать. «Ир пулсан тухса кайнӑ та халиччен ӑҫта ҫӗтсе ҫӳрӗрӗн?», – тет. Пайтах вӑрҫӑнчӗҫ. Лисук хӗрӗ те ашшӗне пӑскӑртать. Леш чӗнмест ахӑр. Сасси илтӗнмерӗ. Вахтӑран килнӗскерӗн юлташӗсемпе тӗл пуласси, курнăçасси килнӗ ӗнте. Ӗҫлесе килнӗ укҫине те веҫех тыттарать. Ҫав икӗ «чашкӑракан» ҫӗленсен сассине камӑн килте итлесе тăрас килтӗр. Хăлха çӗрсе юхӗ, – шеллесе илчӗ Надюша.
– Вара ҫав. Ман Тимуш пулсан мӗн аллине лекет ҫавӑнпа хирӗҫ ярать. Пăхса тăмасть. Ҫапла эпӗ шӑпăрт тӑратӑп та, – терӗ Катерина.
– Мӑйӑр Натали поэзи конкурсӗ валли хатӗрленнине видео çине ӳкернӗ. Ункӑ тавра çуртасем ҫутса сӑвӑ вуланӑ. Упӑшки ҫакна курсан, «Ку тата мӗнле тухатмăш унки?» тенӗ тет. «Искусствăна ӑнланмастӑн», тенӗ тет Наталийӗ тарӑхса, – каларӗ Маруҫ савăнса.
– Натали тем тума та маҫтӑр. Тахӑш вӑхӑтра веҫ ӗлкӗрет тата, мана пулсан ик айкки те тӑвайкки, – терӗ савӑннӑ Надюша.
– Ай-уй, сисмен те калаҫа -калаҫа кӳршӗ Шӗшкӗ ялне ҫитнине, – каларӗ Надюша.
– Урасем утаҫҫӗ, куҫсем кураҫҫӗ, хӑлхисем илтеҫҫӗ, – терӗ Маруҫ.
– Чӗлхесем ҫивчӗ, – йӗплесе илчӗ Катерина.
– Каялла ҫаврӑнар, райцентра ҫитӗпӗр кун пек утсан, – каларӗ Маруҫ.
– Урасем ыратаҫҫӗ, кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илер, атьӑр, ав лере парк пур, ҫавӑнта кӗрсе, сак ҫинче ларса канар-ха, – ывӑннине пӗлтерчӗ Надюша.
– Ах, епле аван. Хунарсем çутаççӗ. Калаçса ларма мӗнле лайăх, – калаçрӗ Маруç сак çинче.
Хаваслăн, шăкăл-шăкăл калаççа ларнă вăхăтра Катерина тем чӗтренсе илчӗ, телефонӗ шăнкăртатрӗ. Кӗсйинчен телефонне туртса кăларчӗ.
– Мӗн пулчӗ сана? – ыйтрӗ тӗлӗнсе Маруç.
– Эй, маннă, вибро чӗнӳ çине лартнă. Тимуш çухатнă, халиччен ăçта çӳретӗр тесе ыйтать, – каларӗ Катерина.
– Тем тытамак тытнă-ши тесе, шутласа илтӗм? – пăлхаса ӳкнӗн калаçрӗ Надюша.
– Сехет вуннă çитнине кăтартать, – терӗ Надюша сехет çине пăхнă май.
– Хоспати, сисмен те вăхăт хăвăрт иртнине, – кулса илчӗ Катерина.
– Каяр апла. Упăшкасем патакпа шырама тухӗç. Лăпăртатса çӳресе кӳршӗ яла та çитнӗ, – сак çичен сиксе тăчӗ Маруç.
– Тимуш «ни за что» та мана хирӗç килмест. Сериалран ытла, эпӗ кирлӗ мар. Апат пӗçер, тум-юм çуса пар. Гувернатка пек туяп хама хăш чухне, – тарăхса калаçрӗ Катерина.
– Хăвна ытла ан кӳрентер, – ăс пачӗ Маруç. – Пур ӗçе те ху çине ан ил.
– Эпӗ хăш чухне чееленсе те илеп, – терӗ Надюша. – Пуç ыратса кайрӗ тесе выртса илеп диван çинче.
Ним чӗнмесӗр, ывăннăран утрӗç туссем ял урамӗпе. Кашнийӗ сывпуллашсах уйрăлчӗç килӗсене.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев