Реклама
Хыпарсем
Июнӗн 22-мӗшӗ –Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун
81 ҫул каялла, июнӗн 22-мӗшӗнче, нимӗç фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыва туртса илес тӗллевпе, вӑрҫӑ пуҫланӑ
Ҫак вӑрҫӑра Совет Союзӗ 27 миллион ытла ҫыннине ҫухатрӗ. 1418 кунпа ҫӗр тӑсӑлнă хаяр вăрçă нумай ҫемьене хуйхӑ, хӗн-хур кӳчӗ, тӑлӑха хăварчӗ.
Ҫӗршыв историйӗнчи ҫак хуйхăллă пулăм, паллах, Çӗпрел ҫыннисенчен те пӑрӑнса ирт-мен. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине пирӗн районтан 14 пин ытла ҫын, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен ирӗкӗпе, фронта кайнӑ, 8000 яхӑнăшӗ ҫапӑҫу хирӗнче выртса юлнă.
Июнӗн 22-мӗшӗ – Асӑнупа хурлану кунӗ. Ҫак кун ҫӗршывӑн пур кӗтессинче те траур мероприятийӗсем йӗркеленеҫҫӗ. Район центрӗнче те ҫавӑн пекех мероприяти иртрӗ. Маларах çак кун умӗн, каçхине, Çӗпрел ҫыннисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Асăну çурти» акцие хутшӑнчӗç. Вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа 81 ҫул ҫитнине симвăллакан «81» цифра туса, Ӗмӗр сӳнми вут умӗнче ҫурта ҫутрӗç. Учрежденисен, организацисен, предприятисен ӗҫченӗсем çакăн пек ашшӗ-амӑшӗсене, аслашшӗсене, асламӑшӗсемпе вӑрҫӑ ҫулӗсенче тӳссе ирттернӗшӗн тав турӗҫ, вӗсем çинчен асаилӳсене чун-чӗрисенче çӗнетрӗç.
Тепӗр кунне Çӗпрел ҫыннисем ертӳçӗсем йӗркеленӗ митинга тухрӗҫ, Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗҫ. Икӗ мероприятире те Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнисене аса илсе, пĕр минут шăп тăчĕç.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов:
– Сакӑр теҫетке ҫул ытла иртрӗ пулсан та, ҫак кун халӑхăн асӗнче ӗмӗр манăçми астăвăм пулса пурăнать, малашне те пурӑнӗ.
1418 кун тата çӗр тӑсӑлнӑ вӑрҫӑ туллин пӗр ӑру пурнӑҫне аркатрӗ – ачалӑхӗсене вӑрларӗ, çамрăксене выҫлăхпа хӗн-хур айне путарчӗ, ҫӑмӑл мар ӗҫпе нушалантарчӗ. Миллионшар ҫемьене хуйхă кӳчӗ, хӗрарăмсене – мăшăрӗсемсӗр, ачисене – тăлăха, ҫӗршывăмăра паттăр ывӑлӗсемсӗр, хӗрсемсӗр тӑратса хăварчӗ. Пирӗн, вӑрҫӑ курман ӑру представителӗсен, ҫак ҫынсене, ҫав кунсене, манма ирӗкӗмӗр çук!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев