ЮХИДИ: Çакна пӗлмелле
Информаци.
Ҫутта тавăракан элементсем пурнӑҫа ҫӑлаççӗ
Ҫутта тавăракан элементсемпе (СВЭ) усӑ курма ҫуран çынсене пурăнакан вырăнсенче ҫӳренӗ чухне те сӗнеҫҫӗ.
Сӑмахран, фарăсен ҫывӑхри ҫутипе пыракан автомобиль тӗттӗмре ҫуран ҫынна 50 метртан асӑрхама пултарать, инçет çутипе 100 метртан. Ҫуран ҫын тумтирӗ çинче ҫутта тавăракан япала пулсан, ҫак хушӑ фарӑсен ҫывӑхри ҫутинче 200 метр таран, инҫетри ҫутинче – 350 метр таран ӳсет.
Ҫутта кӑтартакан элементсемпе усӑ курни ҫуран ҫын ҫине пырса кӗрес хӑрушлӑха 65 процент таран чакарать.
Районти автоинспекторсем ҫул-йӗр-юхăмӗнче хутшӑнакансене ҫул ҫинче тимлӗ те асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаççӗ.
Çӗнӗлле вӗренӗç
Тутарстанри шкул ачисене интеллектуаллă вӑййăсем урлӑ ҫул-йӗр правилисене вӗрентӗҫ.
Тутарстанра 5-6-мӗш классенче вӗренекенсем валли #ЗнаюсоблюдаюПДД вӗренӳ проекчӗ старт илет.
Кичем лекцисем вырӑнне ачасене илӗртӳллӗ интеллектуаллă вӑййăсем кӗтеҫҫӗ, вӗсенче вӗсем интерактивлӑ формăра ҫул ҫинче хăйсене хӑрушсӑр тытмалли правилӑсене аса илӗç.
Проект кӑҫал чикӗсене анлӑлатать. Унччен проекта хутшăнакансем ытларах Хусанти шкулсенче вӗренекенсем пулнă, кӑҫал кӗркунне вӗсен çумне республикӑри пилӗк районтан 2500 ытла ача хутшӑнӗ.
Аварисен шучӗ ӳснӗ
2025 ҫул пуҫланнӑранпа Тутарстанра 2189 çул-йӗр-транспорт инкекӗ регистрациленӗ.
Тутарстанӑн тӗп патшалӑх автоинспекторӗ Рустам Гарипов пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫулхи сентябрӗн 17-мӗшӗ тӗлне республикӑра 2189 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнӑ, вӗсенче 222 ҫын вилнӗ, 2638 ҫын суранланнă.
Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вилнисен шучӗ тӑватӑ ҫын чухлӗ ӳснӗ, çав вӑхӑтрах ҫул ҫинчи инкексен шучӗ 59 хут чакнӑ.
Ҫулсем ҫинче вилекенсен шучӗн тӗп сӑлтавӗ – ӳсӗрле транспортпа ҫӳрени, хирӗҫ пыракан ҫул ҫине тухни тата хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе çыхăнманни пулса юлать.
Ҫак тапхӑрта ӳсӗр водительсен айӑпӗпе 121 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнӑ, вӗсенче 22 ҫын вилнӗ, 160-шӗ суранланнӑ.
Юлашки аварисенчен пӗри – августӑн 31-мӗшӗнче ТР Мензеле районӗнче пулнӑ авари, унта 34 ҫулти Volkswagen водителӗ ӳсӗрле хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса йывӑр тиевлӗ машинăпа ҫапӑннӑ, ҫакна пула унăн пурнăçӗ çак вырӑнтах татăлнă.
Октябрь уйӑхӗнче мӗнле улшӑнусем кӗтеҫҫӗ?
Бензин
2025 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнчен автозаправка станцийӗсенче хӗллехи автомобиль бензинне сутма тытӑнӗç. Вӑл составӗпе кӑшт уйрӑлса тӑрать – унра ҫӑмӑл фракцисем ытларах, ҫакӑ вара пӑсланас ӗҫе лайӑхлатать тата автомобиль двигательне сивӗре ӗҫлеттерме ҫӑмӑллатать.
Транспорт налукӗ
2025 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчех Раҫҫей автомобилӗсен хуҫисене 2024 ҫулхи транспорт налукне тӳлемешкӗн налог уведомленийӗсене йышлӑн ярса пама пуçлӗҫ. Закон требованийӗсемпе килӗшӳллӗн, налог уведомленийӗсене налук тӳлемелли кунччен 30 кунран кая юлмасӑр ярса пама тивӗçлӗ. 2025 ҫулта налогсене декабрӗн 1-мӗшӗччен тӳлемелле, апла пулсан, мӗнпур налог уведомленийӗсене 2025 ҫулхи октябрь уйӑхӗн вӗҫӗччен ярса пӗтерӗç.
ОСАГО камерисем
Раҫҫейре темиçе ҫул ӗнтӗ ОСАГО пулман водительсене регистрацилемелли камерăсене хута яма тӑрӑшаҫҫӗ. Хальлӗхе сӑмах эксперимент пирки кӑна пычӗ – штрафсем вырӑнне патшалӑх пулӑшӑвӗсем урлӑ асӑрхаттарусем яма палӑртнӑччӗ. Анчах, эксперимент форматне юлашкинчен пачах пӑрахӑҫлӗҫ – камерӑсем тӳрех страховки пулман водительсене, патшалӑх пулӑшӑвӗсем урлӑ нимле хыпар тумасăр, штрафлама тытӑнӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев