Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Юратупа шанчӑклӑхшӑн»

Чипер çемье

Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗн шайӗнче медальсем те пачӗҫ.

Упи ялӗнче 30 ҫул пӗрле пурӑнакан Куракинсен ҫемйи районăн çыннисемшӗн творчествăлла ҫемье пӗрлӗхӗн тӗслӗхӗ пулса тӑрать. 

Александр Анатольевичпа Наталия Николаевна район, республика, Пӗтӗм Раҫҫейри пултарулӑх конкурсӗсенче, фестивальсенче: «Нечкэбил», «Ҫулталӑк çемйи» тата ыттисенче хутшăнса, çӗнтерни кашнинех паллă. Нумай çемье мероприятийӗсенче те призерсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тăраççӗ.

Куракинсем республикӑн культура пурнӑҫне те хастар хутшӑнаҫҫӗ: «Татарстан – Яна гасыр» телеканалăн «Два крыла» кăларăмӗн «Ай да Татарстан!» рубрикин тӗп геройӗсем пулса тӑчӗҫ. Ҫемье ҫитӗнӗвӗсене нумай Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе тата грант пулӑшӑвӗсемпе палӑртнӑ.

Александр Анатольевичăн пултарулăхӗ нумай енлӗ, професси енӗпе – водитель, хурт-хӑмӑр  та ӗрчетет, искуствăлла металл шăратассипе интересленет, купӑс калать, спорт мероприятийӗсене хутшӑнать. Наталия Николаевна Упи вăтам вӑтам шкулӗнче историпе обществознани енӗпе вӗренекенсене пӗлӳ парать, ялти таврапӗлӳ музейӗнчи пир тӗртмелли мастерскойӗн ертӳҫи, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, культурине, чӗлхине упраса хӑварас ӗҫе пысӑк пай кӗртет. Шӑпах вӑл пуҫарнипе Упи вӑтам шкулӗнче Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн гранчӗ шайӗнче мастерской уҫнӑ, унта кирек кам та пир тӗртес енӗпе авалхи ӑсталӑха тӳлевсӗр алла илме пултарать.

Ҫемьен тӗп интересӗ те – пир тӗртесси. Куракинсен ҫемйинче хӑйсен мӑн аслашшӗсенчен упранса юлнӑ япаласем упранаҫҫӗ, ҫемье йӑли-йӗркине малалла тӑсас енӗпе пысӑк ӗҫ илсе пыраҫҫӗ. Ҫемье пилӗк ача ӳстерет, кашниех ҫак пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ, кӗҫӗн хӗрӗ хальлӗхе  – шкул ачи.

 

 

Уяв историйӗ
Июлӗн 8-мӗшӗ – Пӗтӗм Раҫҫейри çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ. Çак куна уявлас йӑла тахҫанах пуҫланса кайнӑ. Уяв символне ромашка чечекне суйланӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри уявсен списокне кӗртнӗ ҫак куна 2008 ҫултан пуҫласа, ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Районти ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026 ҫулта Ҫӗпрел районӗнче 3 ҫемье хӑйсен Тимӗр туйне (65 ҫул), 10 ҫемье хăйсен Бриллиант туйне (60 ҫул) уявлать. Пӗр мăшăр вара, 70 çул пӗрле пурăнать.
Ҫавӑн пекех, 55 ҫул пӗрле пурӑннисен шучӗ – ку вара Изумруд туй – 26 мӑшӑр, 32 мӑшӑр 50 ҫул пӗрле пурӑнать, ку вара – Ылтӑн туй.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев