Юр нумай пулсан, тырӑ ăнса пулӗ...
Ҫӗнӗ ҫула кӗнӗренпе хӗл хӑйӗн пӗтӗм вӑйне, хӑватне кӑтартма пуҫларӗ
Январӗн малтанхи кунӗсенченех пуҫласа, ҫил-тӑманлă, пӗр чарăнмасăр çунă юр район центрне тата ял урамӗсене, ҫавӑн пекех регионсен хушшинчи автоҫулсене хӑвӑрт хушăра хупласа хучӗ.
Хӗл шăпах çакăн пек, юрлă пулма тивçлӗ-тӗр те ӗнтӗ. Ӗлӗкрех, эпир ача чухне, юр нумай çунипе хапхана та уçма пулмастчӗ, юр хӳсе каятчӗ. Çав çулсенче пӗр трактор урамри çулсене уçса çӳретчӗ. Пӗчӗкрех урамсем пулсан, килсе те тăмастчӗ. Хальхи вăхăтра вара, çулсене уçманни – пулма пултарайман ӗç мар. Урамсене, çулсене вăхăтра тасатасси – кулленхи ыйту.
Ҫӗпрел районӗнчи регионсен хушшинчи ҫулсене «Татавтодор» обществӑн Пăва филиалӗнчи «Çӗпрел» юсавпа çул тăвакан управленийӗ пăхса тăрать. Юртан тасатма 16 единица техника явӑҫтарнӑ. Ҫулсем ҫинче составӗнче 45 çын пулнă ҫул-йӗр ӗçченӗсен бригади вăй хурать. Хӗллехи вӑхӑтра ҫулсене йӗркере тытса тӑма организаци 6800 тонна хӑйӑр-тӑвар хутӑшӗ, 300 тонна тӑвар хатӗрлесе хунă.
Хӗлле вара, район центрӗнчи ҫулсене «Фламинго» общество пăхса тăрать.
– Пурӗ виҫӗ пурăнакан пунктра: Кивӗ тата Çӗнӗ Ҫӗпрел, Кивӗ Йӗлмел ялӗсенчи ҫулсене пăхса, тасатса тăратпăр. Юр тасатма кашни кун 8 единица ытла техника тухать. Çанталăкăн чрезвычайлӑ лару-тӑру вӑхӑтӗнче техника икӗ хут вӑйпа çулсене тасатас ӗçсене пурнӑҫлать, – тесе каласа пачӗ пире «Фламинго» обществăн ертӳҫи Альфред Низамов.
Ял тӑрӑхӗсенче вара, ҫулсене тасатасси çак тӑрӑхра хӑйсен ӗҫне пурнӑҫлакан организацисемпе обществӑсем çинче тӑрать.
– Ялти тата ялсем хушшинчи ҫулсене юртан тасатмасăр хăварни çук. Кивӗ Шемӗршел, Чӑваш Шемӗршел ялӗсенче, ҫавӑн пекех, Кӗҫӗн Шемӗршел ялӗсенче 20 ҫухрӑм ытла тӑршшӗ пулнă 30-а яхӑн урамсенчи çулсене юр ҫунӑ хыҫҫӑнах, тасатма тӑрӑшатпӑр. Ял тӑрӑхӗсем валли конкурс никӗсӗнче выляса илнӗ техника – трактор пур. Кӗҫӗн Шемӗршел ялне каякан ҫул вара, «Татавтодор» обществăн филиалӗ çинче тăрать. Ҫулсен тасалӑхӗ ялан контрольте тӑрать, – тесе палӑртрӗ Кивӗ Шемӗршел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова.
Упи ял тӑрӑхне пилӗк ял кӗрет. Унта пурӗ 30 ытла урам тата вăл 30 ҫухрӑм ытла ҫула тӳрӗ килет. Ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин каланӑ тӑрӑх, юра хӑйсен техникипе, виҫӗ ҫул каялла грантпа илнӗ тракторпа тасатаҫҫӗ.
– Ӗҫ ирхи 5.00 сехетрен пуçланать, каҫхи 20.00 сехетчен пырать. Хальлӗхе юра хамăрăн техникăпа тасатма ӗлкӗретпӗр. Икӗ ҫул каялла пулнӑ юрлӑ хӗлле вара, агрофирмӑран та, фермерсенчен те пулӑшу ыйтма тиврӗ, – терӗ Александр Ярухин.
Малалла тăсса
Синоптиксем Тутарстанра 2026 ҫулхи январь уйӑхӗ юрлӑ пулӗ, тесе пӗлтереççӗ. Ҫавӑнпа та, инҫе ҫула кайма палăрнтă чухне, çакна уйрӑмах шута илмелле.
Халӑх вара, «Январь çулталăкшăн – пуçламăш, хӗлшӗн – варри», – тет. Вӑл ҫулталӑкри чи сивӗ те, чи ҫиллӗ уйӑх пулса шутланать. Январь пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк ӑшӑ пулсан ыраш ăнса пуласса, ҫил пулсан – вир ăнăçлă, тӗтре пулсан сӗлӗ тухӑҫлӑ пуласса пӗлтерет. Енчен сивӗ пулсан тыр çи вӑхӑтӗнче питӗ шӑрӑх пулӗ. Ăшă пулсан, тухăç ăнӗ. Юр çусан, пăрçапа мăйăр ăнса пулӗ, теççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев