Юмахсен çӗршывне çулçӳреве
Шкулсенчен çыраççӗ
Раççейри халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗн шайӗнче, П.В.Дементьев музейӗнче «Раҫҫей халӑхӗсен юмахне ҫулҫӳрев» ятпа литература сехечӗ иртрӗ.
Тӗллевӗ те Раҫҫей халӑхӗсен культурисен тӗрлӗ енлӗхӗ ҫинчен халӑх юмахӗсем урлă паллаштарасси пулчӗ.
Ачасем сӗтел хушшине ларнă та «Ҫарӑк» юмаха пăхаçҫӗ. Çак самантра алӑка шаккаса палламан мучи кӗчӗ. Пӗччен мар чӑматанпа килнӗ. Ачасем тимлӗхе ун çине ячӗç.
– Кам пулатӑр асатте, мӗн ятлӑ эсир? – ыйтрӗҫ ачасем пурте пӗрле. – Палламастпăр пачах та.
– Эпӗ Кӗлпук мучи пулатăп, юптаруҫӑ, – паллаштарчӗ хӑйӗнпе.
«Асамлӑ» чӑматаннӗ уҫрӗ те унта тӗрлӗ халӑх юмахӗсен кӗнекисем туп туллиех. Тӗрлӗ халӑхсен юмахӗсем тӑрӑх илӗртӳллӗ ҫулҫӳреве тухрӗҫ. Ачасем хаваспах вырăс, чăваш, тутар халăхӗн юмах кӗнекисемпе паллашрӗҫ, киленсе кайсах вуларӗҫ, пӗрне-пӗри пӳлсе сӑнарсем ҫинчен калаҫрӗҫ.
Çаплах, ятарласа юмахсем валли çӗленӗ, пӳрне ҫине тӑхӑнса вылямалли чӗрчунсемпе «Керменкке» юмаха выляса кăтартрӗç.
Ачасем викторина ыйтӑвӗсене интересленсе хуравларӗҫ, тупмалли юмахсене тавҫӑрса илчӗҫ, юмахсенчи сăнарсене аса илчӗҫ.
Кӗлпук мучи ачасене «Виçӗ упа», «Иван-паттăр», «Пакăлти кăвакал» юмахсене вуласа пачӗ. Ачасем тимлӗн итлесе ларчӗç. Кайран эпир вӗсене сӳтсе яврӑмӑр, ыйтусем ҫине хуравларӗç.
Юмахсем чӗрчунсем, çутçанталăк, асамлăх çичен пулаççӗ. Кашни халăхăн хăйӗн халапӗ. «Юмахсем çӑткӑнлӑхпа хаярлӑха сивлеççӗ. Ырри яланах усаллине çӗнтеретех», – тесе пӗтӗмлетрӗç ачасем литертура сехетне.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев