Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Юбилейлă турнир

Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче Паттӑрлӑх орденӗн кавалерне Александр Шуркина халалласа, йӑлана кӗнӗ, ирӗклӗ кӗрешӳ турнирӗ 25-мӗш хут иртрӗ.

Турнира кӳршӗ Ульяновск облаҫӗнчен, Чӑваш Республикинчен тата пирӗн районтан кӗрешекенсем пухӑнчӗç.

Мероприятисене ертсе пыракансем Александр Шуркин çинчен асаилӳсене çӗнетрӗç. Вӑл ялти шкулта, унтан Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илни, Теччӗри техникумран малалла вӗренни, спортпа туслӑ пулни, кӗрешӳ спортне уйрӑмах юратни çинчен калаçрӗç. Паттӑр ентешӗмӗрӗн ҫамрӑк пурнӑҫӗ Чечняра ҫар службине ирттернӗ вӑхӑтра татӑлать.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков тата шкул директорӗ Владимир Мискин хӑйсен сӑмахӗсенче турнирӑн патриотла пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ. Кун пек ӑмӑртусем чи вӑйлӑ спортсменсене тупса палӑртаççӗ кӑна мар, ҫитӗнекен ӑрушӑн паттӑрлӑх тӗслӗхӗ те пулӗҫ.

Мероприятире паттӑр салтакӑн амӑшӗпе тӑванӗсем те хутшăнчӗç. Александрӑн амӑшне, Елена Шуркинана, асӑнмалӑх парне, турнира пуҫарса яракана, тренера Петр Рафикова «Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе – 95 ҫул» медаль пачӗç.

Кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗнче каччăсемпе пӗр тан хӗрсем те хăйсен вăйӗсене сăнаса пăхрӗç. Пӗтӗмпе 13 комплект награда вылянчӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене кубоксемпе, дипломсемпе тата хаклӑ парнесемпе чысларӗç. Турнир спонсорӗ хресчен-фермер хуçалăхăн ертӳҫи Алексей Амосов пулчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев