Çӗнӗ кӗнеке
Кивӗ Шемӗршел ял библиотекинче ӑшӑ тӗлпулу иртрӗ.
Мероприятие йӗркеленин тӗп сӑлтавӗ – кӗҫех кун ҫути куракан ҫӗнӗ кӗнекене сӳтсе явни. Ҫак кӗнекене йӗркелесси пирки район хаҫатӗнче ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче те пӗлтернӗччӗ. Авторӗ – хамăр ял çынни Фания Баязит.
Ҫӗнӗ кӑларӑмра пирӗн ялта пурӑнакансем ҫинчен историлле статьясем вырăн илӗç. Паянхи кун статьясен чылай пайӗ вӗҫленӗ, ҫапах та ҫырăнманнисем те пур. Мероприятие хутшӑнакансем кӗнеке валли информаци пухас пая вӗҫлессине сӳтсе яврӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑм тухасси пирки илтменнисене хыпарсене автор патне хӑвӑртрах ҫитерме сунчӗҫ.
«Историе пӗлмен ҫыннӑн пуласлӑхӗ ҫук», тенине манар мар. Хамӑр ял историне пӗрле пухар!
Юлия Хусаинова, Кивӗ Шемӗршел ялӗн библиотекарӗ.
Нет комментариев