Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Истори страницисем тӑрӑх

Календарьти дата

Январӗн 27-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин чи хăрушă кунӗсенчен пӗри,  Ленинград блокадине сирнӗренпе 82 ҫул ҫитрӗ.

Ленинград блокади 1941 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 79-мӗш кунӗнче пуçланать, нимӗҫ фашисчӗсем Шлиссельбург хулине илеççӗ, Ленинград хулине блокадăра хăвараççӗ. Блокада 900 куна яхӑн тӑсӑлать, хулана 1944 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗнче туллин ирӗке кӑлараççӗ.


Ҫар историйӗн ҫак хӑрушӑ тапхӑрне асӑнса,  ҫулсерен пӗтӗм Раҫҫейри «Блокадӑри ҫӑкӑр» ятпа астăвăм акцийӗсем ирттереҫҫӗ. Акцин тӗп символӗ – 125 грамм таякан ҫӑкӑр татӑкӗ – Ленинград блокади вӑхӑтӗнче пӗр ҫын пуҫне панă  пӗр кунлӑх норма. Вӑрҫӑччен Ленинградра 3 миллион та 200 пин ҫын пурӑннӑ пулсан, вӑрҫӑ хыҫҫӑн ку цифра 1 миллион ытла ҫеҫ юлнӑ. Ҫав ҫулсенче Ленинград ҫыннисем нумайӑшӗ выҫӑпа тата сивӗпе вилнӗ. Ленинград блокади сӑн ӳкерчӗксенче, ҫар историйӗнче тата шкул кӗнекисенче кӑна мар, Ленинград ҫыннисен асӗнче те блокадӑри  çăкăр татăкӗ ҫав хӑрушӑ кунсене аса илнӗ май сыхланать. 


Истори кунне асӑнса районти шкулсемпе культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ асӑну мероприятийӗсем иртрӗҫ. Район центрӗнче Ӗмӗр сӳнми çулăм умне чечек хучӗç, «Созидание» ҫамрӑксен клубӗнче тӗлпулу пулчӗ. Унта ертӳҫӗсем, юнармеецсем, çутӗç  учрежденийӗсенче вӗренекенсем, ветеран-пенсионерсем, çар юхăмӗн ветеранӗсем хутшӑнчӗҫ.


Ҫак кунсенче, ҫавӑн пекех, паллӑ ентешӗмӗрӗн, икӗ хутчен Социализмла Ӗҫ Геройӗн Петр Васильевич Дементьевăн ҫуралнӑ кунне  те паллӑ тӑваҫҫӗ. Мероприяти вăхăтӗнче Совет патшалăх деятелӗ, нумай çул СССР Авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă, генерал-полковник-инженерăн Петр Дементьевăн паттăрла пурнăç çулне те аса илчӗç.


– Пирӗн тӗллев – историе, паллă çыннăмăрсене, иртнине асра тытасси.  Тӑван ҫӗршывшăн служить тунă паттӑр-ентешсен астăвăмӗ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр, вӗсем ҫинчен пулас ӑрусем пӗлччӗр, – терӗ районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев