Искусство тӗнчине путевка
Ачасен искусство шкулӗ 29 вӗренекенне кӑларчӗ
Вӗренсе тухакансен каçне вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем, тусӗсем тата шкул пӗтерекенсем килнӗччӗ.
Темиҫе ҫул хушши кунта ачасем музыка, хореографи, искусство енӗпе пӗлӳ илнӗ. Вӗсене пурне те искусство шкулне пӗтерни ҫинчен свидетельствӑсем пачӗҫ.
Шкулта ачасем пӗр ҫемьери пек, унта кăмăлласах çӳреççӗ, интересленеççӗ. Тетӗшӗсемпе, аппӑшӗсемпе пӗрле килнӗ хӗрачасемпе арҫын ачасем ӳссе ҫитӗнсе, пуҫламӑш професси никӗсӗсене алла илсе, коллективра хӑйсене тӗрӗс тытма вӗренеççӗ, хӑйсем тӗллӗн, шухӑшлакан ҫынсем пулса тӑраççӗ. Ку пахалӑхсем вара пурнӑҫра питӗ кирлӗ.
Кун пирки районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Айрат Залялов та хӑйӗн сӑмахӗнче палӑртса иртрӗ:
– Музыка шкулӗнче вӗренекен ачасен яланах ыттисенчен малта пулаҫҫӗ. Уроксем хыҫҫӑн искусство шкулне каймалла, пӗлӳ илмелле, вӑй-халлă, чӑтӑмлӑ пулмалла, – терӗ. – Тен, пурте искусство ҫулӗ енӗпе каяймӗҫ, анчах чунра ҫак шкулта илнӗ илемлӗх яланах пурăнтăр!
Ҫак савӑнӑҫлӑ та кӑштах хурлӑхлӑ каҫ вӗренсе тухакансене шкул ертӳҫи Гулия Усманова та саламларӗ.
– Искусство шкулӗнче илнӗ пултарулӑх сирӗншӗн мӗнле те пулин йывӑрлӑхпа тӗл пулсан хушма тӗрев, вӑй-хал, ҫӗнӗ энерги ҫӑлкуҫӗ пултӑр, – тесе сунчӗ вӑл.
Ҫак кун асаилӳсем нумай пулчӗҫ: пӗрле мӗн чухлӗ нота, юрӑ вӗреннӗ, репетици тунă, концертсене хатӗрленнӗ, мероприятисем ирттернӗ...
Вӗренекенсем шкула тата вӗрентекенсене, асамлӑ нотӑсене манмăпăр, пултарулӑх хавалӗпе пурӑнма, искусствӑна юратма тупа турӗç, вӗреннӗ ҫулсенче юратма ӗлкӗрнӗ педагогсене тав сăмахӗсем каларӗç, сцена ҫинче каллех пултарулӑхӗсене кӑтартрӗç. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсемшӗн мӑнаҫланнине пытармарӗç, вӗсене малалла та ăнăçусем сунчӗç.
Искусствӑна юратнă, пӗрремӗш ҫӗнтерӳсем урлă çӗнсе илнӗ свидетельствӑсене алла илнӗ çамрăксене чи ӑшӑ сунӑмсем пӗлтерес килет: илнӗ профессийӗрпе пурнӑҫра усӑ курмалла пултăрччӗ!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев