Иртнисене чӗртсе
Фирдауса Яфизова Пӗтӗм Раҫҫейри «Спасибо интернету– 2025» конкурсра 3-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗ.
Статьямăрăн геройӗн историйӗ – хальхи технологисем пулӑшнипе иртнине ҫӗнӗ – пурнӑҫ, пуласлӑха – шанчӑк парнелеме май пуррине кӑтартакан ҫутӑ тӗслӗх.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн Фирдауса Яфизова районта фотодокументсем хатӗрлекен хӑйӗн ӗçне йӗркелет. Хальхи вӑхӑтра унсăр пуçне, кивӗ сӑн ӳкерчӗксене реставрацилессипе те ӗҫлет. Çакна вăл район халăхӗ ҫывӑх ҫыннисен кивӗ сӑн ӳкерчӗкӗсене ҫӗнетме ыйтсан йӗркелет.
«Яланхиллех, майӑн 9-мӗшӗ – Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн – «Вилӗмсӗр полк» валли мӑн аслашшӗсен, ашшӗсен кивелнӗ, тӗссӗрленнӗ сӑн ӳкерчӗкӗсене илсе килеҫҫӗ. Хуçăлнă, пӗркеленнӗ сӑн ӳкерчӗксем, анчах вӗсем кашни ҫемьене хаклӑ, ҫывӑх ҫыннисен пӗртен-пӗр сӑнӳкерчӗкӗ-ҫке. «Мӗнле те пулсан çӗнетме пулмасть-ши», – текен ӗмӗтпе килеççӗ», – тесе калаçрӗ Фирдауса Яфизова.
Вăл компьютер, хальхи программӑсемпе усӑ курса, сӑн ӳкерчӗксене чӗртет, вӗсене ҫӗнӗ сывлӑш парать.
– Нумай ҫул хушши ҫак сӑн ӳкерчӗксене уйрӑм папкӑра пухса пытăм. Паян ҫак галерейӑра ентешӗмӗрсен вӑрҫӑран таврӑнман пине яхӑн сӑн ӳкерчӗкӗ упранать, – тет вӑл.
Пухнӑ сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх вӑл видеофильмсем хатӗрлет, вӗсене социаллӑ сетьсенче вырнаҫтарать. Фирдауса Яфизова йӗркеленӗ архив никӗсӗ ҫинче районти музейсенче стендсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫапла виртуаллӑ галерея – чӑнлӑха, чӗрӗ историе çаврăнать.
Паян Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ пирӗн асаттесен паттӑрлӑхӗ тепӗр хут пулса пырать. Ҫапла вара галерейӑна ҫӗнӗ ӑру – ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем хушӑнаççӗ.
Фирдауса вӗсен ҫывӑх ҫыннисем хӑйсем патне килессе кӗтмест, интернет уҫлӑхӗнчи пур даннӑйсене тӗпе хурса, вилнӗ ҫар ҫыннисен сӑнӳкерчӗкӗсене тупать, ҫӗнӗрен чӗртет, хӑйне евӗрлӗ «лӑпкӑ отчет» илсе пырать. Мӗншӗн тесен вӑл ҫакӑ пулас ӑрусемшӗн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ пулнине питӗ лайӑх пӗлет.
Фирдауса Яфизова историйӗмӗр, иртнипе сӳрӗк пулман пенсионерсем хушшинче компьютер хутлӑхӗ енӗпе иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри «Спасибо интернету – 2025» конкурсра тивӗҫлипе палӑрчӗ, вӑл «Ҫӗнтерӳ 80 ҫул: Геройсем ҫинчен чӗрӗ астăвăм» номинацире 3-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗ. Ӑна Раҫҫей Социаллӑ фондăн тата «Ростелеком» обществӑн Дипломӗпе наградисене пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев