Иртнине пӗлмесен пуласлăх çук
Çӗнӗ кӗнеке
Нумаях пулмасть Кивӗ Чакă ялӗнче пурăнакан Н.М.Кузьминăн «История Нижнечекурского сельского поселения» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Кӗнеке хăтлавне Çӗнтерӳ кунӗ умӗн Кивӗ Чакă ялӗнчи Культура çуртӗнче ирттерчӗç. Кӗнеке хăтлавӗнче республикăра тухса тăракан «Сăвар» хаçат ӗçченӗсем, районти представителсем тата ял çыннисем хутшăнчӗç.
Кивӗ Чакă ял хутлăхне кӗнӗ ялсем ӗнер-паян кăна йӗркеленмен, историлле документсенче 1600 çулсенчех асăнни те пур. Çак пысăк ӗçе ял тăрăхӗн Ветерансен совечӗн ертӳçи Николай Михайлович Кузьмин 5-6 çул каялла пуçăннă. Ялсем хăçан тата ăçтан пуçланса кайнине кӗнекере асăнса хăварнă, çапах та ытларах унта XX ӗмӗрпе çыхăннă пулăмсемпе çынсем: коллективизаци, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин паттăрӗсем, хуçалăхра пысăк çитӗнӳ тунă ял çыннисем, 1930 çултан пуçланнă шкул историйӗ, унта ӗçленӗ педагогсем, Афган, Чечня вăрçисене хутшăннисем, ялтан тухнă паллă çынсем…
Ял хутлăхӗн историйӗ çинчен кӗнеке кăларас шухăш çуралсанах, кун пирки Николай Михайлович халăха пӗлтерсе, информаци пухмашкăн пулăшма ыйтнă. Çапах кун пек чух тӗп ӗç пурпӗр автор çине тиенет. Николай Михайлович та акă архив докуменчӗсене тишкернисӗр пуçне информацие, сăн ӳкерчӗксене килӗрен пуçтарнă. Ял тăрăхӗнче тутарсем те пурăннипе ăна вырăсла çырнă. Ял историйӗ пулас ăрусем валли юлӗ. Ку кӗнеке пулас ăрушăн питӗ хаклă. Пирӗн кашнин хамăрăн историе, тăван чӗлхене пӗлмелле.
Кӗнеке Кивӗ Чакăри Михаил Архангел чиркӗвӗн пачăшки протоиерей Олег тата ял библиотекин ертӳçи, «Раççей казакӗсен союзӗ» обществăлла организацин членӗ Владимир Васильевич Токмаков пулăшнипе пичетленсе тухнă. Кӗнеке авторӗ Николай Михайлович вӗсене кӗнекене пичетлесе кăларма пулăшнăшăн чун-чӗререн тав тăвать, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев