Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«Иртни манăçăнмасть!»

Ветерансем

Суфия Хайруллина – Кивӗ Чукал ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн ӗҫ ҫулӗ пирӗн редакцире иртнӗ, вӑл пирӗн чи аслӑ ӗçченӗмӗр те.

Суфия аппан та ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсемпе ҫыхӑннӑ. Тӑхӑр ачаллӑ ҫемьере вӗсем ир ашшӗ-амӑшӗсӗр тăрса юлаççӗ.
Хӗр Казахстанра, Киров облаҫӗнче темиҫе ҫул ӗçлесе пурӑнать. Унтан тӑван енне таврӑнса тӗпленет.


Мӑшӑрӗпе Рифкатьпа пӗрле пӗр ывӑлпа хӗр ҫитӗнтереççӗ. Ывӑлӗпе мӑшӑрне пытарнӑ. Апла пулин те, вӑй тупса, паян хӗрӗшӗн Лейсаншăн, кӗрӳшӗшӗн Ильдаршăн, мӑнукӗсемшӗн тӗрек пулса, пурнăçне малалла тăсать.


«Ҫамрӑклӑх, иртни манӑҫăнмасть. Пирӗн ӑру йывӑрлӑхсем нумай курчӗ. Паянхи савӑнтарать, нумай пурăнатпăр, пурнăç лайăх», – тет Суфия аппа.


Ҫапла, тыл ӗҫченӗсен пурнӑҫ ҫулӗ хӑй – пӗр ӗмӗрлӗх истори. Йывӑрлӑхсене, нушине нумай тӳснӗ, анчах пуç усман ҫак ӑру паян пуриншӗн те тӗслӗх пулса тӑрать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев