Ҫирӗп ҫемье — ҫӗршыв никӗсӗ
Хусанта «Çирӗп ҫемье» конкурс-фестиваль иртрӗ
20 ҫул ӗнтӗ уяв вун-вун ҫемьене пӗрлештерет, ҫемье йӑли-йӗркисене, наци культурине тата пӗр-пӗрне юратнине кӑтартать.
Республика ертӳçи тата федераци структурисем ырланӑ май, хутшӑнакансем халӑх уявӗсен эпизодӗсене кӑтартаҫҫӗ, хӑйсен тӑрӑхӗн историйӗпе йӑли-йӗркине сӑнлакан ташӑ-юрӑ шӑрантараҫҫӗ. Наци хӑйне евӗрлӗхне упраса хӑварасси тата ӑрусен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетесси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Кӑҫалхи фестиваль Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин ҫулталӑкӗ пулнă май, «Тӑван ҫӗршыв ҫемьерен пуҫланать» символла девизпа иртрӗ, ҫирӗп ҫемьесем республикӑна вӑйлӑрах тунине тепӗр хут кӑтартса пачӗ.
Фестивалӗн зонӑри тапхӑрӗсенче 50 ҫемье хутшӑнчӗ, финала суйласа илесси вара тӑватӑ хулара иртрӗ: Хусанта, Аксубаевӑра, Заинскра тата Кайпӑҫра. Ҫак тапхӑрсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ҫурма финала 25 ҫемье тухрӗ. Вӗсен хушшинче — Ҫӗпрелӗнчи Яфизовсен ҫемйи те.
Яфизовсем — тӑванла ҫыхӑнусене кӑна мар, пултарулӑхпа наци йӑли-йӗркине ӑруран ӑрӑва куҫарса пыракан ҫемьесенчен пӗри.
Лилия нумай ҫул районти Культура çуртӗнче ӗҫлет. Вӑл ертсе пынипе республикӑри тата районти мероприятисен проекчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Пӗлтӗр «Тутарстанӑн тӗрленӗ карттине» тӗпе хурса Ҫӗпрелӗн ҫавӑн пек тӗслех, тӗрленӗ карттине туса хучӗç. Унсӑр пуҫне фестивальсемпе ярмӑрккӑсем валли вун-вун хӑйне евӗрлӗ япала ӑсталанӑ, Сӑмахран, Сабантуй, Троица кӗввисем тата ытти те. Лилия йӑлана кӗнӗ алӗҫӗсене упрас ӗҫе хастар пай кӗртет, ҫакна тума пирӗн районти ӑстасене те хавхалантарать. Унсӑр пуҫне, вăл «Пушкин картти» енӗпе ӗҫ-хӗле йӗркелесе пырать. Тӗп ӗҫӗсӗр пуҫне «Тан» халӑх ансамблӗнче тата район театрӗнче те хутшăнать. Ҫемьере Лилия — ӑста кил хуҫи, юратнӑ анне тата хаклӑ мӑшӑр.
Мăшăрӗ Фанис Ринатович та Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутласа, Хусанти тар (пороховой) заводӗнче вӑй хурать. Ҫак завод ҫар ҫыннисене çар хатӗрӗсемпе тивӗҫтерет, патшалӑхӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ заказӗсене пурнӑҫлать.
Яфизовсен ҫемйи икӗ ача ӳстерет. Ывӑлӗ Адель Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче вӗренсе, республикӑри предприятисенче практика иртрӗ, опыт пухрӗ, спортпа туслашрӗ, ҫӗнтерӗвӗсемпе савăнтарчӗ.
Хӗрӗ Адиля — 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренет. Вӑл та районти мӗнпур пултарулӑх мероприятийӗсене хастар хутшӑнать, «Яз нуры» вокал ансамблӗн солистки.
Фестивальте Яфизовсен çемйине «Традицисене упракансем» тата «Çемье кухнин хӑйне евӗрлӗхӗ» номинацисенче Дипломсемпе чысларӗç, финала тухрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев