Илхам Айнуллина асӑнса 16-мӗш кӗрешӳ ăмăртăвӗ
Наци кӗрешӗвӗ
Ентешӗмӗр Илхам Айнуллин паллӑ спортсмен, кӗрешӳҫӗ пулнӑ. Тӑван ялӗнче ăна хисеплесе, аса илсе пурăнаççӗ.
Районти кӗрешӳ енӗпе черетлӗ ӑмӑртӑва Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталӑкне халалланӑччӗ. Мероприяти ялти клубра иртрӗ. Мероприятие уçнă вăхăтра районти Ӗç тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, спортсменсене парнелемелли пайра район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин хутшӑнчӗҫ.
Илхам Закариевич Айнуллин – Кивӗ Кахăрлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Аслă вӗренӳ çурчӗн физкультура уйрӑмне пӗтерет. Район тата республика ӑмӑртӑвӗсенче, çавӑн пекех, Сабантуй уявӗсенче ҫӗнтерӳҫӗ пулать.
Ӑмӑрту спонсорсем: Нагим Фасхутдинов, Наиль Шайдуллин, Илхам Айнуллинпа пӗр курсра вӗреннӗ Марс Фахрутдинов, ҫавӑн пекех, Кӗҫӗн Чăнлӑри легендарлӑ ентеш-кӗрешӳҫӗ Максуд Хуснутдиновăн ывӑлӗ Ильгиз Хуснутдинов пулӑшнипе иртрӗ.
Рустам Мухаметзянов кун пек ӑмӑртусем спорт мероприятийӗ кӑна мар, ку вăл районăмăрта кӗрешӳ аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗ ҫынна хисеп туни, тесе палӑртса иртрӗ. Йӑла-йӗркесем пурӑнни, ҫамрӑксем спортпа, сывӑ пурнӑҫ йӗркипе туслашни савӑнтарать.
Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, Кивӗ Кахăрлă ялӗнчи Айнур Молотков турнирăн абсолютлӑ паттӑрӗ пулса тӑчӗ. 70 килограмран ытларах виҫе категорийӗнче Айрат Идрисов ҫӗнтерчӗ. Ăмăрту пынӑ май, кӗрешӗвӗн илемлӗ мелӗсене кӑтартса, Динар Мифтахутдинов куракансемпе судьясене ăмсантарчӗ.
Ӑмӑртӑва Шланка, Тутар Паснапуç, Хураката, Упи, Кӗҫӗн Чăнлă, Кивӗ Кахăрлă ялӗсен кӗрешӳҫисем, çавӑн пекех, районти спорт шкулӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑксем хутшӑнчӗҫ.
Тӗп судья Наиль Исхаков турнирӑн пур тапхӑрӗнче те правилӑсене тӗрӗс пурнăçлассине тивӗҫтерсе тăчӗ.
Кашни виҫе категорийӗнче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Дипломсемпе, медальсемпе тата асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев