Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ильмир Хайбуллова асӑнса – хоккей ăмăртăвӗ

Турнир Тутарстанри Çар тата ӗҫ паттӑрлӑхӗн çулталӑкӗн шайӗнче иртрӗ

«Алтын Барс» пӑр аренинче Тутарстан чемпионне, районӑн пӗрлештернӗ командин членне Ильмир   Хайбуллова асӑнса шайбӑллă хоккей   енӗпе турнир иртрӗ. 

Турнира 2013 ҫулта ҫуралнă тата унран та çамрăкрах ҫул çитменнисен командисем: Ҫӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел, Хулаҫырми, Кайпӑҫ районӗн командисем хутшӑнчӗç.

Мероприятие уҫнӑ май, командӑсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов саламларӗ, ăнăçусем тата ҫӗнтерӳсем сунчӗ. Айрат Залялов Ильмир Хайбуллов мӗн ачаранах спортӑн пур тӗсӗпе интересленнине, уйрӑмах хоккейла юратса вылянине палӑртса иртрӗ. 

«1991 ҫулта Ильмир Хайбуллов Ҫӗпрел районӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче Актанышри ял районӗсен хушшинче иртнӗ ӑмӑртура Тутарстан Республикин чемпионӗн ятне çӗнсе илчӗ», – терӗ вӑл. 

Спорт уявӗнче Ильмирӑн амӑшӗ Рузания Хайбуллова та хутшăнчӗ, турнира йӗркелекенсене чун-чӗререн тав турӗ. «Ывӑлӑма манмаççӗ, маншӑн çакă савӑнӑҫ тата  мӑнаҫлӑх», – терӗ.

Ҫӗпрел районӗн хоккей енӗпе пухса йӗркеленӗ командин составӗнче нумай çул Ильмирпа пӗрле вылянă Ильгиз Хафизов та асаилӗвӗсене çӗнетрӗ. Турнирăн спонсорӗ те Ильгиз Хафизов пулчӗ. 

– Ильмир тӗлӗнмелле пултаруллӑ спортсмен, тус, юлташ пулчӗ. Район чысне хӳтӗлесе, эпир пӗрле республика Кубокне тата ылтӑн медалӗсене ҫӗнсе илтӗмӗр. Шел те, вӑл пурнӑҫран питӗ ҫамрӑкла уйрӑлса кайрӗ. Вăл пирӗн чӗресенче яланах сыхланӗ, – терӗ Ильгиз Хафизов.

Мероприяти вӑхӑтӗнче Рузания Хайбуллована, ывӑлне халалланă спорт уявӗн шайӗнче, асӑнмалӑх парне пачӗç. Ҫавӑн пекех, нумай пулмасть Кайпӑҫ районӗнче хоккей турнирӗн ҫӗнтерӳҫисем пулса таврӑннӑ Кивӗ Ҫӗпрел хоккеисчӗсен командине те чысларӗҫ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Кивӗ Çӗпрел хоккеисчӗсем турнирăн ҫӗнтерӳҫисем пулса тăчӗç, турнирăн Кубокне те çӗнсе илчӗç, иккӗмӗш вырӑна Кайпӑҫ районӗн команди йышӑнчӗ, виҫҫӗмӗш вырăна Хулаҫырми команди çӗнсе илчӗ. 
Адель Хафизов (Кивӗ Ҫӗпрел) – «Чи лайӑх тапӑнакан»,  Данил Калашников (Кайпӑҫ) – «Чи лайӑх хапхаҫӑ», Леонид Аюгин (Хулаҫырми) – «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ» пулса палăрчӗç. Турнирăн судйисем Ильяс Хафизовпа Даниф Шарафутдинов пулчӗç.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев