Илемлӗхе ода
Кăмăллă çулçӳрев
Галиаскар Камал ячӗллӗ Тутар патшалӑх академи театрӗн ҫӗнӗ зданине тӗп хуламӑрӑн-Хусанӑн пуласлӑхне шута илсе тунине илтнӗччӗ ӗнтӗ.
Акӑ пире, ветерансене, районти ватӑсене ҫак чаплӑ здание курма телей пӳрчӗ. Тӗлӗнмелле те, интереслӗ те, ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнмелле, илӗртекен пӑр татӑкӗсене аса илтерекен здани пире хӑйӗн асамлӑ тӗнчине путарчӗ.
Ылтӑн тутар эрешӗпе илемлетнӗ стенасем, наци тумӗллӗ ӗçченсем, наци кухнин апат-ҫимӗҫӗпе тултарнă кафе-ресторанри сӗтелсем атмосферăна тата та туллилентерсе тăраççӗ.
Хитрен илемлетнӗ кашни кӗтес хӑйне май пӗр историллӗ пулӑма аса илтерет. Вӗсем, калăн, нацийӗмӗрӗн ӑс-хакӑл аталанӑвне пай кӗртнӗ искусство ӗҫченӗсен чӑнлӑхне, илемлӗ сӑнарсем урлӑ пирӗн тата пулас ӑрусене пӗлтереҫҫӗ тейӗн.
Стенасем ҫинче – Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче пурнӑҫран уйрӑлнӑ искусство ӗҫченӗсене сӑнлакан илемлӗ ӳкерчӗксем... Вӗсем кӑҫал Тутарстанра пӗлтернӗ Çар паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑх ҫулталӑкне халалласа тутар театрне йӗркелес ӗҫе калама ҫук пысӑк пай кӗртекенсем. Çак здание шухӑшламалăх та тата ăмсанмалăх та илемлетнӗ...
Тата тепӗр мӑнаҫлӑх – Кабан кӳллине тата зданийӗн виҫҫӗмӗш хутӗнчи кӗленче стена витӗр илемлӗ хула пейзажне сӑнани.
Спектакльте вара пухӑннӑ туйӑмсене тулли пӗр чӑмӑра пухса, пирӗн пуласлӑх тата илемлӗрех пуласса ăнлантарнă наци хутшӑнӑвӗсене кӑтартса пачӗç. Камит сӑнарӗсем урлӑ, хальхи искусство деятелӗсен халăха пулăшу кăтартнă тăрăшуллă çӗрти ӗçӗ-хӗлӗ палӑрчӗ.
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисене иртнине пӑхса савӑнма, пуласлӑхпа мăнаçланма май панă район пуҫлӑхне Марат Ринатович Гафарова, культура пайӗн ертӳҫине Зульфат Сагдиева, районти Пенсионерсен союзӗн ертӳҫине Дилюза Азизована, автобус водительне Дамир Замалетдинова чунтан тав тăватпăр. Ку питӗ кӑмӑллӑ, илӗртӳллӗ те усӑллӑ ҫулҫӳрев пулчӗ.
Сания Шарапова,
пичет ветеранӗ, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев