Йӑла-йӗрке управҫи тата педагог
Хыпарсем

Йӑла-йӗрке управҫи тата педагог

Илемлӗ юбилей

Унӑн ӗҫ ҫулӗ Çӗпрел районӗнче 37 ҫул ачасене вӗрентессипе тата воспитани парассипе пӗр уйрӑлми ҫыхӑннӑ.

Чӑваш Паснапуç пуҫламӑш шкул-ача сачӗн директорӗ, пурнӑҫне ачасене вӗрентессине тата чӑваш халӑхӗн культура еткерлӗхне сыхласа хӑварассине халалланӑ Галина Васильевна Кудряшова хӑйӗн 55 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.

Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ячӗпе ăна Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Залялов çак илемлӗ датӑпа саламларӗ. Вӑл Галина Васильевнан çутӗç ӗçӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленине, унӑн обществӑри хастар позицине тата чӑваш халӑхӗн традицийӗсемпе йӑли-йӗркине упраса хӑварас ӗҫе уйрӑмах пысӑк пай кӗртнине палӑртрӗ. Юбилей ячӗпе чун-чӗререн тав туса, ҫирӗп сывлӑх, ҫемье телейӗ тата чи ырă сунăмӗсене сунчӗ.

Галина Васильевна Чӑваш Енрен, Елчӗк районӗнчен. 1990-мӗш ҫулсенче Теччӗ педагогика училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл направленипе Ҫӗпрел районне килет  тата кунта яланлӑхах юлать. Çемье ҫавӑрать. Унӑн ӗҫ ҫулӗ вара 37 ҫул ӗнтӗ ачасене вӗрентессипе тата воспитани парассипе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Вӗрентекен пулса ӗçлеме пуçланă, кайранхи 13 ҫулӗ вара – çутӗç учрежденийӗн ертӳçи.

Галина Васильевна – яланах шыравра пулнă педагог. Вӑл районти тата республикӑри конкурссене хастар хутшӑнать, шкулта шӑрҫапа тӗрлемелли кружок йӗркеленӗ, унта ачасемпе пӗрле наци тумӗсемлӗ сувенир тата пуканесем ӑсталать. Тутарстан Республикин Раисӗпе Рустам Миннихановпа тӗлпулусенче районпа пӗрре мар паллаштарнӑ.

Интереслӗ факт: Галина Васильевна – паллӑ халӑх пултарулӑхӗн ӑсти. Ӑна Чӑваш Республикин алӗҫ ăстисен Гильдийӗн йышне илнӗ. Вӑл «Туган тел» тӑван чӗлхесен вӗрентекенӗсен Хусанти Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх класӗсен конкурсӗн призерӗ пулса тӑчӗ, «Эпӗ – хӗрарӑм» конкурсра 1-мӗш вырӑна тата «ТР халӑхӗсен Наци культурисемпе йӑли-йӗркине упракан ветерансем» республика конкурсӗнче «Бижутерия, аксессуары тата бисероплетения» номинацире 2-мӗш вырӑна йышӑнчӗ. Галина Кудряшова педагогика ӗҫӗсӗр пуҫне тата хастар общественник, участокри суйлав комиссийӗн председателӗ те.

Хаçат редакцийӗн коллективӗнчен те Галина Васильевнана уйрӑмах тав сӑмахӗсем янӑраҫҫӗ. Вӑл ҫырӑнтару кампанине йӗркелес ӗҫре те пирӗн шанчӑклӑ пулӑшуçăмăр пулса шутланать: унӑн хастар позицине пула учреждени коллективӗпе ял ҫыннисем яланхи пекех районти «Тӑван ен» хаҫата ҫырӑнса тăраççӗ. Эпир ӑна ҫакӑншӑн чун-чӗререн тав тӑватпӑр, ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал, хăйӗн вӗренекенӗсенчен – тав тата ҫӗнӗ пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсем сунатпӑр!


Нет комментариев