Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Йӳçĕ хăяр та усăллă

Пахчаçимӗç

Тепĕр чухне хăяр йӳçĕ пулать. Çакăн сăлтавĕ тĕрлĕрен. Ун çинчен хаçатра пĕрре çеç мар çырнă. Хăяра тĕрĕс пăхмалла: яланах шăвармалла, çеçкине тирпейлемелле, тăприне кăпкалатмалла, тĕвĕленнĕ хыççăн 12 кунран ытлашши тытмалла мар çеçкере. Ватăлнăçемĕн йӳçеклĕх вăйланма пултарать. Вĕри хĕвел чухне çиелтен лутрасил карса сулхăнлатмалла.

Йӳçĕ хăярта кукурбитацин текен вещество пур. Шăпах çавă йӳçĕ те. Çакнашкал хăяра салат туса çиме аванах мар. Анчах та çимĕçе пăшăхласассăн кукурбитацин арканать. Тăварлама, маринадлама, консервлама юрать, вĕсен тути ыттисенчен кая мар пулĕ.
Юлашки çулсенче ученăйсем йӳçĕ хăярăн усăллă енне тупса палăртнă. Кукурбитацин усал шыçă клеткисене путлантарать иккен. Йӳçĕ хупăпа питри пӳрленчĕксене сăтăрмалла. Профилактика енĕпе виçĕ-тăватă йӳçĕ хăяр çимелле. Вăл чĕрешĕн, пыршăлăхшăн, хырăм ай парĕшĕн, пĕвершĕн усăллă. Китайра ятарласа йӳçĕ хăяр çитĕнтереççĕ, унран эмел хатĕрлеççĕ.

Йӳçĕ хăярăн хуппине типĕтмелле те тĕттĕм çĕрте упрамалла. Ăна вĕтетсе ӳт пиçсе кайсан, пӳрлешкесене /угри/ сиплеме усă курмалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев