Ялӑн хисеплӗ ҫынни
Хыпарсем

Ялӑн хисеплӗ ҫынни

Ветеран

Ильхамия Арифулловна Сабитова – Кӗҫӗн Чăнлă ялӗн хисеплӗ çынни.

Ильхамия Арифулловна Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван колхозӗнче вӑй хунӑ, тӗрлӗ ҫулсенче ăна фермӑра та, уй-хирте те ӗҫлеме тӳрӗ килнӗ. Паян та вӑл, ачисемпе ир пуҫласа каҫчен хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче сахӑр чӗкӗнтӗрӗн ани çинче ӗçленине, кӗркунне ӑна тасатса, алӑпа машинӑсем çине тиесе, сахӑр заводне ӑсатнине те аса илчӗ.

Ильхамия аппа пӗр ял ҫыннине Мунир пиччене качча тухать. Мунир пичче ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван колхозӗнче вӑй хурать, 15 ҫулта урине синкерлӗ ҫухатнӑ пулин те, нихӑҫан та пуçне усман. Ильхамия аппа мӑшӑрӗ питӗ хастар пулнине, хуҫалӑхра пыл хурчӗсем тытни çинчен те калаçрӗ. 

Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем пилӗк ача ҫитӗнтернӗ, пурне те пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнӑ. Ачисем пурте – ҫемьеллӗ, ашшӗ-амӑшне мӑнуксемпе савӑнтарнӑ, кӗçӗн мӑнукӗсем те ҫитӗнсе пыраççӗ. 

Паян Ильхамия аппа хӑйӗн килӗнче пӗчченех пурӑнать, мăшăрӗ 2012 ҫулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Ильхамия аппан пӗр хӗрӗ ялта хӑйӗн ҫемйипе пурӑнать, вӑл амӑшӗн халне пӗлсе тăрать, яланах пулӑшать. Ытти ачисем те тӑван килне пӑрахмаҫҫӗ, амӑшне яланах пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ӗҫ ветеранне 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Кӗçӗн Чăнлă ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марат Раимов килчӗҫ. Хӑнасем ӑна район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлӑ ҫырăвне, парнесем, чечексем пачӗҫ, сывлӑх, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне тата ҫемье ӑшши сунчӗҫ. Ильхамия аппана юбилей кунӗнче ӑна ҫуралнӑ кунпа саламлама унӑн ачисемпе мӑнукӗсем пурте килнӗччӗ. Аппӑшне саламлама ялта пурӑнакан пӗртӑван шӑллӗ Рустам пичче те килнӗччӗ.

Ильхамия аппа паян та ҫаврӑнӑҫуллӑ, лайӑх астӑвӑмлӑ. Уяв сӗтелӗ хушшинче ачисем хӑйсен амӑшӗ питӗ тирпейлӗ, ӗҫчен пулни, тутлӑ кукӑльсем пӗçерсе кӗтсе илни ҫинчен калаçрӗç, тав сӑмахӗсем каларӗҫ.


Нет комментариев