Яланах янра, чăваш чӗлхи!
Аслă Вӗрентекенӗмӗре Иван Яковлевич Яковлева халалланă мероприяти
Апрелӗн 30-мӗшӗнче районта Чӑваш чӗлхи кунне тата чăвашсен Аслă Вӗрентекенне Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунне халалланă мероприяти пулса иртрӗ. Вăл чăваш ҫутӗҫне, культурине тата вӗрентӗвне аталантарас ӗҫе тӳпе хывнипе паллă.
Районти Культура ҫуртӗнче чӑваш чӗлхи кунне – наци культурипе йӑли-йӗркине упраса аталантарассине халалланӑ уява – тӗплӗн хатӗрленнӗ. Уява чаплăн хатӗрленни фойери куравсенченех палӑрчӗ. Тӗп вулав çурчӗ ялти вулавăшсемпе пӗрле И.Я.Яковлев пирки чӑвашла кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, ачасен ӳкерчӗкӗсене те курма май пулчӗ. Çаплах, чӑваш шкулӗсенче вӗренекенсемпе вӗрентекенсем, районти Чӑваш хӗрарӑмӗсен союзӗн пайташӗсем хатӗрленӗ чăвашсен çи-пуçӗсемпе, капăрлăхӗсемпе паллашма май пулчӗ. Тавра пӗлӳ музейӗпе районти архив та Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе архив материалӗсене сӗннӗ. Ачасем ал ӗçӗпе аппаланнине те курма май пулчӗ, вӗтӗ шӑрҫаран капăрлăхсем ӑсталарӗç. Чӑваш кухнин наци апат-ҫимӗҫӗсене кӑмӑл тӑвакансем тутанса пӑхрӗҫ.
Акă кӗтнӗ самант. Уяв пуçланчӗ. Ольга Георгиевна Шейпак, Чӗмпӗрти «Мономах» журналăн тӗп редакторӗ те килсе çитрӗ çак уява. Чӑваш халӑхӗн ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫинчен ӳкернӗ «Иван и Екатерина. Победа на двоих» документлӑ, илемлӗ фильма епле ӳкерни ҫинчен каласа пачӗ. Фильма Ольга Шейпак сценарийӗпе, Президентӑн культура пуҫарӑвӗсен фончӗн гранчӗ пулӑшнипе ӳкернӗ. Çак фильмра Иван Яковлевич Яковлевпа Екатерина Алексеевнан (хӗр чухнехи хушамачӗ – Бобровникова) ҫемье хутшӑнӑвӗсене халалланӑ. Фильм вӗçленсен, сцена çинче хаклă хăнасем тухса калаçрӗç, кашниех чăваш чӗлхи кунӗпе саламларӗç.
Ульяновск хулинчен килнӗ вӗренӳ аталанӑвӗн институчӗн тĕп специалисчĕ Владимир Владимирович Грузин:
– Çӗпрел районне пӗрремӗш хут килсе куртăм. Ачасем пуртӗ чӑваш тумӗпӗ килни кӑмӑллӑ, чӑвашла калаҫни савӑнтарчӗ. Сирӗн районти чăваш чӗлхине вӗрентекенсемпе тачӑ ҫыхӑну тытатпӑр. Тӗрлӗрен семинарсем, конференцисем пӗрле ирттеретпӗр. Вӗренекенӗсем те Чӗмпӗр облаҫӗ ирттерекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, çакна та ырламалла. Малашне те туслă çыхăнура пулăпăр.
Çӗпрел районӗн пуçлăх çумӗ, районти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Алексей Ярухин та чăваш чӗлхине манмала маррине, упрамаллине, аталантармаллине каларӗ. Шкулта вӗренекенсене Кăнна Кушкинче вырнаçнă И.Я.Яковлев музейне экскурсие илсе каясси пирки пӗлтерчӗ.
Хулаçырми шкулӗн директорӗ, Тутарстанри чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи та чăваш чӗлхин пуласлăхӗ хумхантарнине палăртрӗ:
– Чăвашсем! Паян пур эпир, ыран мӗн пулӗ пирӗнпе? Чӑваш кӗнекисене вуламасан, чӑваш киновӗсене пӑхмасан, чӑваш хаҫат-журналӗсене илсе вуламасан, мӗн пулӗ-ши пирӗнпе? Акă, юлашки вăхăтра Çӗпрел районӗчи «Тӑван ен», республикăра пичетленекен «Сувар» чăвашла хаҫатсен тиражӗсем чакни питӗ хумхантарать. Чăвашсем вулама пăрахрӗç-ши?
Çак сăмахсем Чӗнӳ евӗрех янăрарӗç. Кашнин чӗрине кӗрсе вырнаçрӗç пуль.
Уявра шкулта вӗренӳре çитӗнӳ тунă вӗренекенсене, вӗрентекенсене, чăвашлăх ӗçӗнче палăрнисене Тав хучӗсемпе чыларӗç. Ачасен «Яшлек», районти Чăваш наципе культура центрӗн хастарӗсенчен тăракан «Мерчен» ушкăнсем юрри-ташшипе савăнтарчӗç.
Мероприяти вӗҫленсен чăваш чӗлхи кунӗ мӗнле иртни пирки харпăр шухӑшӗсене ыйтса пӗлтӗм.
Людмила Александровна Ярухина, Ҫӗнӗ Упири тӗп шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ:
– Кӑмӑллӑ, чаплă иртрӗ паянхи мероприяти. Пурте чӑваш тумӗсемпе килнӗ. Эпир те 5-6-мӗш классенче вӗренекенсемпе килтӗмӗр. Ачасем питӗ савӑнӑҫлӑ. Шкулта «Мерчен» ушӑн йӗркеленӗ. Репетицисене хаваспах ҫӳреҫҫӗ ачасем. Чӑваш юрри-ташшине кӑмӑлласа вӗренетпӗр. Шкул, район шайӗнче иртекен мероприятисенче хутшăнатпăр. Ачасем чӑвашла калаҫса ӳсни савăнтарать.
Егор Молгачев, Упи вӑтам шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен:
– Тимлӗн пӑхса лартăм Аслӑ Патриарх пирки ӳкернӗ кинона. Интереслӗ пулчӗ кашни саманчӗ. Килте те яланах чӑвашла калаҫатпӑр. Хӑшпӗр ачасем вырӑсла калаҫнине илтме тӳр килет. Манмалла мар анне чӗлхине! – терӗ хӑйӗн шухӑш-кăмăлне пӗлтерсе.
«Эпӗ пур чӑваша та хутла вӗрентме ӗмӗтленеттӗм», – тенӗ Иван Яковлевич Яковлев. Ҫак сӑмахсене манас марччӗ пирӗн. Чӑваш чӗлхи малалла та аталанса пытӑр. Чӗлхене çӗр чăмăрӗ çинчен çухалма парар мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев