Ялăн хисеплӗ çынни
Виталий Петрович ӗмӗр тăршшӗпе тăван ялта, колхозра вăй хучӗ
Кӑшарни кунӗсенче Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакан Виталий Петрович Казаков хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать.
Вӑл 1936 ҫулхи январӗн 19-мӗшӗнче ахаль колхозниксен ҫемйинче ҫут тӗнчене килет. Юбиляр аса илнӗ тӑрӑх, хăйӗн ашшӗн, 1905 çулта çуралнă Петр Казаковăн пӗртӑванӗсен шӑпи трагедиллӗ пулнӑ: ултӑ ывӑлпа пӗр хӗр пӑхса ӳстернӗ нумай ачаллӑ ҫемьерен, ултӑ пӗртăван Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче фронта кайнă. Николай, Василий, Александр, Степан тата Виталийӗн ашшӗ Петр вӑрҫӑран таврӑнаймаççӗ. Ҫапла пӗр ҫемье ӗҫлеме пултаракан пилӗк ывăлне ҫухатать. Ҫак ҫемьерен вăрçăран ашшӗн шӑллӗ Иван çеç таврăнать. Çакă вӑрҫӑ ҫулӗсенче хӑйсен ашшӗсене, тетӗшӗсене, ывӑлӗсене, мăшăрӗсене, каччисене Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен ӑсатса янӑ ҫемьесенчен чи пысӑк ҫухату, тавăрма пулман ҫухату пулать вӑл. Çакăн пек çухату пирӗн ялта пӗр çемьен те пулман. Ачасем тӑлӑха юлаççӗ.
Пӗчӗк Виталикӑн ачалӑхӗ те, ытти тантӑшӗсенни пекех, вӑрҫӑн йывӑр та выҫӑ, сивӗ ҫулӗсене тӳрӗ килет. Ҫемьере вӗсем виҫӗ пӗртăван ӳсеççӗ: Илья (1927 ҫ.), Анна (1932 ç.), кӗҫӗнни – Виталий (1936 ҫ.) вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне 5 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Тăхăнмалли, çимелли ҫитменнипе Виталий ултӑ класс кӑна пӗтерме пултарнă. Ӗҫ кунӗ ӗҫлесе илмелле пулнă, ҫавӑнпа унӑн питӗ ир йывăр ӗҫе пуҫӑнма тивет. 13 ҫултанах аслисемпе пӗр тан колхоз производствинче тата хăйсен хуҫалӑхӗнче хастар хутшӑнма пуҫлать. Манпа калаҫнӑ чухне Виталий тете вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче шкулта вӗренме мӗн тери йывӑр пулни çинчен: «Хутса ăшăтма вутă ҫитменнипе классенче сивӗ, чернил шӑнса ларатчӗ, шкул хатӗрӗсем ҫитместчӗç, ҫӑпата сырнă урасем те шӑнатчӗç. Хӗлле – кăçатă, çуркунне – атă çинчен ӗмӗтленмелли кăна пулнă пирӗн», – аса илсе калаçрӗ.
Виталий Петрович хӑйӗн пӗрремӗш вӗрентекенне, направленипе шкула ӗçлеме килнӗ Агафья Денисовнана тата вӑрҫӑ пӗтнӗ кун шкул умне пухӑннӑ вӗрентекенсем, ачасемпе вăрçăран таврăнайманнисен тăлăх мăшăрӗсем епле савӑнни ҫинчен те аса илчӗ.
... Виталий тете 1956 çулта çар службине каять. Çар тивӗçне вара, Германи территорийӗнче 3 çул та 4 уйăх хушши пурнăçлать. 1959 ҫулхи июнь уйӑхӗнче, ҫартан таврӑнсан, ялти чипер хӗрпе Лидия Патшеевапа çемье çавăрать. Вӗсен тӑватӑ ача ҫут тӗнчене килет. Ывӑлӗ Петр Бауман ячӗллӗ колхозра механизатор пулса ӗҫлерӗ. (12 ҫул каялла сарӑмсӑр çут тӗнчерен уйрăлса кайрӗ), хӗрӗсем Галина, Елена тата Валентина ҫемйисемпе Ульяновск хулинче пурӑнаҫҫӗ. Ачисемпе мӑнукӗсем час-часах тӑван килне таврӑнаҫҫӗ, пӗччен пурăнакан ашшӗне пулӑшаҫҫӗ.
Виталий тетен мăшăрӗ, ачисен амăшӗ, мăнукӗсен асламăшӗ, кукамăшӗ Лидия аппа вилнӗренпе 7 ҫул иртрӗ. Пысӑк ҫуртра, паллах, унсӑрăн питӗ кичем. Анчах Виталий тетене пӗччен тесе калама пулмасть, унпа юнашарах унӑн кинӗ Люба пурӑнать. Унӑн килӗ хирӗҫех пулнӑран, вӑл кашни кун мучи патне каçса, кил-хуҫалӑхра пулӑшса тăрать. Ҫакӑншӑн Виталий Петрович ӑна чун-чӗререн тав тӑвать. Петӗр ывӑлӗпе Люба кинӗн ачисем Мускавра уйрӑм ҫемьесемпе пурӑнаççӗ, ӗҫлеççӗ. Вӗсем те аслашшӗ патне каникула килеҫҫӗ. Виталий тете вара хӗрӗсем, 8 мӑнукӗ тата 13 кӗҫӗн мӑнукӗ пурришӗн савӑнать. Аслă çулсенчи çыншăн вӗсем килни савӑнӑҫ, мӑнаҫлӑх тата уяв, ача-пӑча кулли тата тӑвансем хушшинчи хутшӑну.
Аслă çулсенче пулсан та, юбиляр яланах хусканура. Ăна эпӗ ҫил-тӑман хыҫҫӑн, кил-картиш территорине юртан тасатнă чухне тӗл пулатăп, ҫулла вара юратнӑ транспорчӗпе, велосипедпа, кирлӗ чухне ҫӳреме ӳркенмест.
«Мӗншӗн ачусем патне хӗл каҫма каймастăн», – текен ыйту çине, «Вӗсем мана чӗнеҫҫӗ», – тесе хуравлать. Çапах та, вăл каясшӑн мар, мӗншӗн тесен ял пурнӑҫне хӑнӑхнӑ, хӑй туса лартнӑ тӑван кил-ҫурчӗ питӗ çывăх, хуҫалӑхне те пăрахасси, вунӑ чӑх кӑна пулин те, вӗсенчен те уйрӑласси килмест, иккен.
Виталий Петровичӑн пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ 60 ҫул ытла, вӑл 2016 ҫулта кӑна, 80 ҫул тултарсан, ӗҫрен кайрӗ. Вăл ӗмӗр тӑршшӗпе тӑван колхозра тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшать: вăкăрсемпе торф, утӑ, кӗлте турттаракан пулса ӗçлет. Каярахпа ҫурхи уй-хир ӗҫӗсен вăхăтӗнче, утӑ çулнă, тыр çи тапхӑрӗнче ӗçлекенсемпе механизаторсем патне уй-хире лашипе кăнтăрлахи, каҫхи апат турттарчӗ, ҫавӑн пекех, фермӑра выльӑх пӑхакан, хуралҫӑ пулса ӗçлерӗ тата ытти те ӗҫре тăрăшрӗ.
Виталий Петровича 90 ҫулхи юбилейпе саламланӑ май, ялти пенсионерсен совечӗ ятӗнчен тата хам ятран ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, ҫирӗп сывлӑх тата чир-чирсӗр, вӑрӑм кун-ҫул пурăнма сунатăп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев