Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ялăн чи хисеплӗ çынни

Алешкин-Саплăк ялӗн чи сӑваплӑ, нумай ҫул чунне парса тӑрӑшакан таса та пархатарлӑ, уҫӑ та ӑшӑ кӑмӑлӗпе хисепе тивӗҫнӗ ҫынни, 5 ача ашшӗ, Петр Алексеевич Степанов çинчен ӑшӑ сӑмахсем ҫеҫ калама пулать.

Унпа пӗрле ӗҫлеме тӳр килнисем, тӑван-пӗлӗшӗсӗм, ял ҫыннисем – пурте тенӗ пекех унӑн ӑшӑ кӑмӑлӗ ҫинчен ҫеҫ калама пултараҫҫӗ. Хӑй пурнӑҫӗнче вӑл никама та пӗр сивӗ самах та каласа курман, пуринпе те тарават.

Эпир, ял халăхӗ, ӑна пурте хисеплетпӗр. Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра  механизатор, тӗрлӗ бригада ӗҫӗнче вӑй хучӗ. Хальхи вăхăтра ялти часовньӑна пӑхса тăрать. Унăн таврашне, кунӗн-ҫӗрӗн тенӗ пек, мăшăрӗпе тасатса, тирпейлесе тӑраҫҫӗ. Ял халӑхӗ, уйрăмах камӑн ывăлӗсем вӑрҫӑра, унта кашни кун çурта çутаççӗ. Чиркӳ кашни кун уçмасть. Çавăнпа та амӑшӗсем, ашшӗсем вара, ҫак часовньӑна ӳркенмесӗр, кӗл тума пыраҫҫӗ. Унăн мăшăрӗ те Лидия аппа ялан чиркĕве ҫӳрет, маскировка сетки ҫыхать. 

Петр Алексеевич нихӑҫан та, никама та вӑл «çук» тесе каламан. Вӑл таса, ырӑ чунлӑ, ӑслӑ та тарават, яланах пулӑшма васкакан ҫын. 

Ялшӑн сумлӑ ӗҫ тунишӗн, часовньӑна пӑхса тӑнишӗн, ăна Ҫӳлтисем сывлӑх кӑна парса тӑччӑр. Малашне те кӑмӑлӑр уҫӑ, чунӑр хӗвеллӗ яланхи пекех пултӑр. Сире чӗререн лайӑх пурнӑҫ, вӑрӑм ӗмӗр сунатпӑр. Телейпе тата ӑнӑҫупа ҫӳрӗр. Сывлӑхпа пурӑнӑр!
Пӗтӗмпех ырӑ пултӑр сирӗн: ирӗ те, каҫӗ те, кӑнтӑрӗ те, ҫавӑн пекех шухӑшӑрсем, ӗмӗтӗрсем, таврари ҫынсем, тӗл пулусем... Утнӑ чух урӑра, ӗҫленӗ чух аллӑра ҫӑмӑл килтӗр. Нихӑҫан та кун хавасӗ ан пӗттӗр.
 

Сума суса, 
Алешкин-Саплăк ялӗн çыннисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев