Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ял хуçалăх продукцине – хула халăхне

Суту-илӳ

Ярмӑрккӑсенче Çӗпрел районӗ 27 миллион тенкӗлӗх продукци сутнӑ.

Юлашки темиҫе ҫулта Тутарстанӑн тӗп хулинче Хусанта ҫурхи-кӗрхи ял хуҫалӑх ярмӑрккисене ирттересси ырӑ йӑлана кӗчӗ. Ҫӗпрелсем хӑйсен продукцийӗпе Киров районӗнчи Батыршино урамӗнче вырнаҫнӑ площадкăра суту-илӳ тӑваҫҫӗ. 


Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов пӗлтернӗ тӑрӑх, ярмӑрккӑ суту-илӗвне хутшӑнакансен тăрăшулăхӗпе хула ҫыннисене иртнӗ çул 97 тонна ҫӗрулми, 44 тонна ытла пахчаҫимӗҫ, 18 тонна панулми, 22 тонна ӗне ашӗ, 65 тонна тырӑ, 15 тонна сӗт тата ытти продукцие сӗннӗ.


– Ярмӑрккӑсенче ял хуҫалӑх продукцийӗн кирлӗлӗхӗ пысăк. Пӗрремӗшӗнчен, продукцие йӳнӗ хакпа сӗнеҫҫӗ, иккӗмӗшӗнчен – пахалăхлă, – тет Талгат Халитов


Ертӳҫӗ ярмӑрккӑсенче халӑх хушшинче ырӑ ят çӗнсе илнӗ хуҫалӑхсене те асӑнчӗ. «Тӗп хулара пурӑнакансем уйрӑмах «Тăваньел пахчисем» кооператив (ертӳҫи Альфред Хайруллин) ӳстернӗ улма-ҫырлана, вӗсенчен хатӗрленӗ варение кăмăлласа туянчӗç, «Исток» (Айрат Усманов) ял хуҫалӑх кооперативӗн сӗт-ҫу продукцине те пысӑк хак пачӗҫ. «Хлебозавод» предприятийӗн (Альфред Низамов) çӑкӑр-булкисене те ыйтакансем нумай пулчӗç», – тет вăл. 


Ярмӑрккӑсем ирттерес ӗҫре ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем те пысӑк тăрăшулăх хучӗç. Ял тăрăхӗсенче хӑйсен ӗҫне илсе пыракан уйрăм хушма хуҫалӑхсен продукцине те хула халăхӗ хăвăрт хушăра туянса пӗтерчӗ.


– «Цильна» обществăн  ертӳҫине Барис Гафурова, уйрӑм предпринимательсене Марс Хайрутдинова, Фаниль Зяббарова, Ильмас Насибуллина, уйрăм хуҫалӑхсен хуçисене Марат Исхакова, Ильдар Шарафутдинова, Айрат Салихова ярмӑрккӑсенче хастар хутшӑннӑшӑн тав тӑвас килет. Аслă çулсенчисене вӗри чейпе, икерчӗпе, кондитер изделийӗсемпе сӑйлани те ырӑ йӑла пулса тӑчӗ. Ку ӗҫе районти çутӗç уйрӑмӗ, шкулсем йӗркелерӗç. Культура ӗҫченӗсем ярмӑрккӑна килекенсене лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ. Кун пирки нумай ӑшӑ сӑмах илтрӗмӗр эпир, – тет Талгат Халитов.


Район шайӗнче Ватӑсен кунне халалланӑ ярмӑрккӑра те аграрисем 5 миллион тенкӗлӗх продукци сӗннӗ, пурӗ 43 техника хутшăннă.
«Март уйӑхӗнчен пуҫласа каллех ял хуҫалӑх ярмӑрккисем пуҫланаҫҫӗ, вӗсем апрель уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑсӑлаҫҫӗ», – терӗ Талгат  Халитов.


Малалла тӑсса
Иртнӗ 2025 ҫулта республикӑра йӑлана кӗнӗ ял хуҫалӑх ярмӑрккисене Хусанти 14 площадкăра ирттернӗ. 2025 ҫул  пӗтӗмлетӗвӗсемпе çакă ҫурхи виҫӗ тата кӗрхи    сакӑр ярмӑркка эрни пулнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев