Ял хуҫалӑхне ҫамрӑк специалистсем кирлӗ
Кадрсен ыйтăвӗ
Районти Культура çуртӗнче хăйне евӗрлӗ тӗлпулу пулчӗ.
9, 11 классенче вӗренекенсемпе техникум студенчӗсем Ял хуҫалӑх министерствин, Хусанти патшалӑх аграри университечӗн, «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» представителӗсемпе тата ял хуҫалӑх организацийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулчӗҫ.
Мероприятире район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн ертӳçи Талгат Халитов хутшӑнчӗҫ.
— Ял хуҫалӑхне тӗрлӗ категорири специалистсем кирлӗ, — терӗ Алексей Ярухин тӗлпулӑва пуҫланӑ май.
— Паян районта агропромышленность комплексӗн сферинче кадрсем питӗ кирлӗ. Паянтан
25 квалификациллӗ рабочи ҫитмест. Хуҫалӑхсене специалистсемпе тивӗҫтересси 97 процентпа танлашать, — терӗ агроуправленийӗн ертӳçи Талгат Халитов.
Аграрин аслӑ шкулӗсенче 50 ытла Çӗпрелӗн яш-кӗрӗмӗ пӗлӳ илни, ятарлă пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче — 41 студент, Хусан патшалăх аграри университетӗнче — 29 студент вӗренни çинчен те каласа иртрӗ ертӳçӗ.
— «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ» районти ял хуҫалӑхне квалификациллӗ кадрсемпе тивӗҫтерет. Юлашки 5 ҫулта ял хуҫалӑх организацийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсене аграрин аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенчен 10 ҫамрӑк специалист тата техникумсенчен 35 тӗрлӗ специалист ӗҫлеме таврӑннӑ.
Ҫулсерен икшер Хусан патшалăх аграри университетӗн студенчӗ, техникумсенчен тата колледжсенчен 15 ытла студент районти хуҫалӑхсенче производство практикине иртет, — терӗ вӑл.
2024-2025 ҫулсенче «Цильна» обществӑна Хусанти патшалӑх аграри университечӗнчен агроном, инженер тата юрист специальноҫӗсемпе 3 ҫамрӑк специалиста, «Çӗпрел-Рассвет Агро» обществӑна 6 ҫамрӑк специалиста явӑҫтарнӑ. 5 ҫамрӑк специалист патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ — 750 пин тенкӗ укçа илнӗ.
Аграрин аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ илмелли условисемпе Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Рустам Гайнуллов тата Хусанти патшалӑх аграри университечӗн представителӗ
— Хусанти патшалӑх аграри университечӗн механизаципе техника сервисӗн институчӗн директорӗн ҫумӗ Булат Сабиров каласа пачӗҫ.
— Ял хуҫалӑхӗ паян ӗнтӗ динамикăллă, пысӑк технологиллӗ тата малашлӑхлӑ отрасль. Унта кашниех хӑйӗн ҫулне тупма, ӗмӗтне пурнӑҫлама пултарӗ. Эпир вара шӑпах сире, ҫамрӑксене, кӗтетпӗр. Мӗншӗн тесен агропромышленность комплексӗн пуласлӑхӗ сирӗн аллӑрта, — терӗ Рустам Гайнуллов вӗренекенсемпе техникумăн студенчӗсене чӗнсе каласа.
Техникумăн директорӗ Фаниль Яфизов техникумра вӗрентекен специальноҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл, ҫавӑн пекех, хӑйӗн студенчӗсен пурнӑҫӗ тата вӗсен пуласлӑхне мӗнле тивӗҫтерни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.
Тӗлпулура ҫавӑн пекех ҫамрӑк специалистсем: «Цильна» обществӑн агрономӗ Эльвина Халиуллова тата «Чистополье» машинӑпа технологи компанийӗн шут-хисеп енӗпе специалисчӗ Алина Мударисова та тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем хӑйсен профессийӗ, ӗҫӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, вӗренсе тухакансене аграри çул-йӗрӗпе професси суйлама сӗнчӗҫ.
«Чистополье» холдинг компанийӗн «Молко Дрожжаное» обществăн ӗç тăвакан директорӗн çумӗ Владимир Симанов район территорийӗнче ӑнӑҫлӑ ӗçлесе тăракан «Çӗпрел — Рассвет Агро» обществӑн ӗҫ-хӗлне тата «Чистополье» холдинг компанийӗ пурнӑҫне сăнланă презентацие сӗнчӗ.
Кадрсем пур иккен, ӗҫ укҫи те тивӗҫлӗ шайра пулма тивӗçлӗ — ертӳҫӗсем ҫакна та ӑнӑҫлӑ татса парассине палӑртрӗҫ.
Малалла тăсса
Ҫамрӑк специалистсене пулӑшмалли мерӑсем: ял хуҫалӑх предприятийӗсене ӗҫе вырнаҫтарнӑ чухне пӗр хутчен парăнакан тӳлев (750 000 тенкӗ), студентсен уйӑхсерен паракан стипендийӗсем, наука тӗпчевӗсем валли грантсем пур. Ҫамрӑк ҫемьен ҫурт-йӗр ыйтӑвне татса парасси те патшалӑх контролӗнче тăрать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев