Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ял тăрăхӗсенче пухусем вӗҫленчӗç

Тӗлпулусем

Январӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа февралӗн 3-мӗшӗччен районти 19 ял тӑрӑхӗнче граждансен пухӑвӗ иртрӗ.


Халăх пухӑвӗсен пӗтӗмлетӗвне  Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗнче турӗç. Унӑн ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов тата ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин хутшӑнчӗҫ. Пуху вӑхӑтӗнче Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов иртнӗ çул пурнăçланă ӗҫсене анализ турӗ, кӑҫалхи плансене палӑртрӗ.
Депутатсем вара республика шайӗнчи, ҫӗршывӗпе пурнӑҫлакан программӑсем ҫинчен те каласа иртрӗç, вӗсенчен чылайӑшӗ Ҫӗпрел районӗнче те ӑнӑҫлӑ ӗҫленине палӑртрӗҫ.


Унсӑр пуҫне пухура район прокурорӗ Ришат Купкенов, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Марат Хузеев тата районти тӗп больницӑн тӗп врачӗ Иосиф Кукушкин тухса калаҫнине итлерӗҫ.


Тӗпрен илсен, пуху пӗтӗмлетӗвӗсем ял тăрăхӗсенче пурӑнакансем пурнӑҫ условийӗсемпе кăмăллă пулни ҫинчен калаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен юлашки ҫулсенче сулăм укçи-тенкипе, республикӑн тӑватӑ хут пысӑклатнă пулӑшӑвне тӗпе хурса, чылай ӗҫ пурнăçланă. Çавна пула ял ӑшӗнчи ҫулсене юсаççӗ, республика программипе килӗшӳллӗн социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем те тăваççӗ, юсаса тăраççӗ.


Халӑх пухусене хастар хутшӑнчӗ, çынсем хăйсене пăшăрхантарнă ыйтăвӗсене те пачӗç. Ял тӑрӑхӗнчи ҫулсене юсас, шыв ҫитменни, хуçасăр йытӑсем тата ҫӳп-ҫап турттарас ыйтусем тӗп вырӑнта пулчӗҫ.
Пухусене пӗтӗмлетнӗ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров кӑҫал тирпей-илем кӗртес енӗпе сахал мар ӗҫ планланине палӑртрӗ.

– Паллах, пур ӗҫе те ҫулталӑк хушшинче пурнӑҫлама  пулмасть, анчах татса пама пулман проблемăсем ҫук, – терӗ Марат Ринатович

Вӑл, ҫавӑн пекех, районӑн обществăлла пурнӑҫӗнче активлă пулнăшăн тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшнӑшӑн халăха тав турӗ, малашне те пӗрле пулма чӗнсе каларӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев