Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ял кунӗсем, тӗлпулусем

Юлашки ҫулсенче районта ял уявӗсене ирттересси ырӑ йӑлана çаврăнчӗ

Хăйӗн кӗçӗн Тӑван ҫӗршывӗ тӗлӗшпе чун-чӗринче чи ӑшӑ туйӑмсем çӳретекен кашни ҫын ялӗшӗн тунсӑхлать, нумай ҫул аякра пурӑнсан та, ял ҫыннисемпе тӗл пулма, килне васкать. Ҫак кунсенче Кивӗ Кахăрлă тата Анат, Тури Хураката ялӗсенче пурӑнакансене, унта çуралса ӳснисене пурне те ҫакӑн пек телей пӳрчӗ.
Тарӑн астӑвӑмлӑ Кивӗ Кахăрлă 

Кивӗ Кахăрлăра шӑпах Ял кунӗ тенӗ пысӑк мероприятие кайранхине 2019 ҫулта ирттернӗ пулнă. Кӑҫал та вӑл пӗр урамра выляса ӳснӗ, пӗр пусӑран шыв ӗҫнӗ, унтан телей шыраса, тӗрлӗ ҫӗре саланнӑ ял ҫыннисене, пӗр класра вӗреннисене ял хӗрринче пӗр лаптăка пуҫтарчӗ. Уявӑн хисеплӗ хӑнисем «ТР Муниципаллӑ йӗркеленӳсен Совечӗ» Ассоциацийӗн председателӗ Эгзам Саматович Губайдуллин тата Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Ринатович Гафаров пулчӗҫ.
– Аслӑ ҫӗршыăмăра хисеплесси кӗҫӗн Тӑван ҫӗршывран пуҫланать. Ял ҫыннисене пӗрле пуҫтарӑнса тӗл пултарни – ял пурнӑҫне тимлӗх уйӑрни, ырӑ ӗҫсем туни, сăваплă ӗç. Эппин, тӑван енӗмӗр пурӑнать, тӑван енӗмӗр манӑҫман. Шӑпах ҫакӑн пек пӗрлӗхре – ял уявӗсен хакӗ палăрать. Ял ҫыннисем пӗрле пухӑнаҫҫӗ, хутшӑнаҫҫӗ, курнӑҫаҫҫӗ. Малашне те, ырӑ ӗҫсем малалла тӑсӑлччӑр, кӗҫӗн Тӑван ҫӗршыва хисеплесе, çакăн пек пурăнмалла пултăрччӗ, – терӗ ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, паян та ялӑн обществӑлла, социаллӑ аталанӑвне пысӑк пай кӗртекен ентешӗмӗр Эгзам Саматович Губайдуллин.
Марат Ринатович Гафаров Кивӗ Кахăрлă – пуян историллӗ ял пулнине, кунта ӗҫчен, пултаруллă ҫынсем пурӑннине палӑртса иртрӗ.
– Кивӗ Кахăрлă ялӗ мӗн авалтан хӑйӗн платникӗсемпе, йывӑҫ ӑстисемпе, арçынсем тӗрлӗ облаçсенче кайса, çак ӗçпе ӗçлесе çӳренипе те чапа тухнă. Ҫавӑн пекех, ял хăйӗн кӗрешӳҫисемпе те тивӗҫлипе мăнаçланать. Кунта творчествăлла халӑх пурӑнать, уявсем кӗрлесе иртеççӗ, ял инфратытӑмӗ ҫулран-ҫул лайӑхланать, ҫӗнӗ объектсем хута каяççӗ, ҫулсем тӑваҫҫӗ. Юлашки ҫулсенче Кивӗ Кахăрлă ялӗн территорийӗнче ҫамрӑк вӑрманăн никӗсне йӗркелени кӑна та ҫак тӑрӑхра чӑннипех те ӗҫчен халӑх пурăнни çинчен калать. Ял пурӑнтӑр, аталантăр, – терӗ район пуҫлӑхӗ.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рустам Фаткуллин та килнӗ хӑнасене, ял ҫыннисене йӑла-йӗркене, чӗлхене, культурӑна упраса хӑварас ӗҫе хăйсенчен пай кӗртнӗшӗн, пур енлӗн пулӑшнӑшӑн тав турӗ.
– Çапла пӗрле ӗçлесе, пӗрле пурӑнар! – терӗ вӑл.
Ҫак кун уяв чӑн-чӑн Сабантуя аса илтерчӗ. Капӑрлатнӑ, кӳлнӗ лашасем лаптăк варрипе иртрӗҫ, ӗҫчен халӑх хӑйӗн парнисене илчӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫывӑх ҫыннисене, ҫавӑн пекех, уява йӗркеленӗ хастар общественноҫа Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем пачӗҫ.
Тӗп тӳремре наци вӑййисем иртрӗç. Кӗрешӳ, паллах, уяв илемӗ пулса тӑчӗ. Уяв концертне ентешӗмӗр, ТР халӑх артисчӗ Ильсаф хӑйӗн юррисемпе илемлетрӗ. 

Хураката 
ялӗ хӑйӗн ӗçченӗсемпе чапа тухнă

Тымарӗсем  аваллăхпа çыхăннă, Анат тата Тури Хураката ялӗсенче уяв ҫумӑрпа пуҫланса кайрӗ. Ҫапах та ҫанталӑк, хатӗрленме сахал мар вӑй хунӑ Хураката çыннисене, ҫур сехет иртсен хӗвеллӗ, илемлӗ каҫ парнелерӗ.
Уяв хӑнисем: районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов ял ҫыннисене саламларӗҫ, ӑшӑ сунăмӗсене пӗлтерчӗҫ.
Рустам Мухаметзянов ял мӗнле пулса кайни ҫинчен, унӑн мухтавлӑ иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен калаçрӗ.
– Ял сахал мар паллă ҫынсем пӑхса ӳстернӗ. Вӗсенчен пӗри – поэт-фронтовик Шараф Мударрис, историксем Габдулжаббар Кандалы та Хураката ялӗнчен тухнӑ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Марс вӑтам шкулӗнче «РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ», «СССР çутӗç отличникӗ», «Хисеп палли» орден хуҫи Заки Азизов районта чи малтан ял хуҫалӑх енӗпе профильлӗ вӗрентӳ йӗркеленӗ. Унӑн ӑслӑлӑх кружокӗсенче «Караките» хуратул сорчӗ никӗсленнӗ. Отряд ӗҫӗ пирки «Звезда моих полей» кинофильм ӳкернӗ. Профессор, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Абдулладжан Залалов, СССР сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ, врач Джаудат Якупов та çак ялтан. Вӑл тава тивӗҫлӗ спорт ӑстисене, тренерсене, Сабантуй паттӑрӗсене Шамиль Хисамутдинова, Шамиль Минибаева, Фарит Азизова ӳстернӗ ял. Ял пурӑнтӑр, йӑла-йӗрке упрантӑр, паянхи уяв та пурне те ырӑ ӗҫсем тума хавхалантӑр, – терӗ вӑл.
Талгат Халитов Хураката ялӗ хӑйӗн малта пыракан «Юлдуз» колхозӗпе чапа тухнине палӑртса иртрӗ.
– «Юлдуз» колхоз икӗ теҫетке ҫул ытла председатель Мансур Замалетдинов ертсе пынипе ӗçчен, тăрăшуллă ӗçченӗсемпе чапа тухнӑ. Паян та ҫак чаплӑ пахалӑхсем сыхланса юлаҫҫӗ, ял ҫыннисемшӗн те ҫакӑн пек уявсем ирттерме кӑмӑллӑ, – терӗ вӑл.
Ҫак кун сцена ҫинченумай ҫул хуҫалӑхӗнче вӑй хунӑ малта пыракансене те чысларӗç. Ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов уява хатӗрленес ӗҫе пысӑк пай кӗртнӗ спонсорсене, пулӑшу паракансене, пурне те тав турӗ, кашнине Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем пачӗ.
Лаптăк варринче вӑйӑсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем пуҫланса кайрӗҫ. Сабантуя аса илтерекен темиҫе виҫе категорийӗнче тутарсен куреш кӗрешӗвӗ пычӗ. 
Михӗ тăхăнса чупасси, автана хăваласа тытаси, турăх  ӑшӗнче укҫа шырасси – ҫаксем пурте пулчӗҫ. 
Ачасем вара батут ҫинче сикрӗç, пылак çимӗçсемпе, вӗри шашлӑкпа сӑйланчӗç. Эстрада юрӑҫисем хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç.
Шӑматкун икӗ ялта та иртнӗ ҫак чаплӑ уявсем ҫынсен чун-чӗринче вăрах сыхланӗ. Тӗлпулусем тата кăмăллă хутшӑну яланах ырӑ йӑла, ырӑ ӗҫ пулса юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев