Ял ӗҫченӗсем ҫӗнӗ ӗҫ ҫулталăкне пуҫларӗç
Районти агропромышленность комплексӗн иртнӗ çулхи ӗçӗ-хӗлне пӗтӗмлетрӗç
Пуху районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнче иртрӗ.
Канашлу ӗҫӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов, агроуправлени специалисчӗсем, районти хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен Ассоциацийӗн пред-седателӗ Равиль Бикчуров, «Россельхозцентрӑн» районти филиалӗн ертӳҫи Исламетдин Низамов, «Рацин» обществăн представителӗ Динар Дирдизов, «Россельхозцентр» учрежденийӗн Тутарстан Республикинчи филиалӗн ертӳҫин ҫумӗ Рафис Хабибуллин, ял хуçалăх огранизацийӗсен ертӳҫисемпе специ-алисчӗсем, хресчен-фермер хуçалăхӗсен ертӳҫисем, уйрӑм предпринимательсем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшăнчӗç.
Мероприятие уҫнӑ май, «Агропромышленность комплексӗн 2025 ҫулхи ӗҫӗн-хӗлне пӗтӗмлетӳ тата 2026 ҫулхи тӗллевсем» темӑпа районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов тухса калаҫрӗ.
Районти социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗнче аграрисем тӗп вырӑн йышӑннине те палӑртрӗ ертӳҫӗ.
– Районта 6 пысӑк ял хуҫалӑх обществи, 70 хресчен-фермер тата 7221 харпӑр хушма хуҫалӑх шутланать. 2025 ҫулта районӗпе пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсенчен пӗтӗмӗшле пухăм 148,7 пин тонна пулнӑ, кашни гектартан вӑтам тухӑҫ 44 центнера тӳрӗ килет. Тухӑҫлӑхӗпе (44 ц / га) район республикӑра 6-мӗш вырӑн йышӑнать, пӗтӗмӗшле тырпул пухассипе 7-мӗш вырӑн, – терӗ Талгат Халитов.
Ҫу паракан куль-турăсен пӗтӗмӗшле пуххи иртнӗ çул 49,2 пин тонна, тухӑҫлӑхӗ – 22,8 ц/га пулнă. Чи пысӑк тухӑҫ «Çӗпрел Рассвет-Агро» (68,6 ц/га), «Цильна» обществӑсенче (62,3 ц/га), «Бикчуров Р. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче (41,5 ц / га), «АгроТрансПорт" обществӑра (40,2 ц / га) палӑрать.
Агроуправлени ертӳҫи хӑйӗн сӑмахӗнче, ҫавӑн пекех, минераллӑ удобренисем илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, йӳҫек тӑпрасене известь кӗртесси ҫине пусӑм турӗ. «2026 ҫулхи тухӑҫ валли районти хуҫалӑхсенче кӗрхи культурӑсене 16579 гектар лаптӑк ҫинче акнӑ, кӗрхи тырӑсен шайӗ паянхи кун тӗлне лайӑх», – терӗ вӑл.
Районти выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче 4 ял хуҫалӑх организацийӗ тата 18 фермер хуҫалӑхӗ специализациленнӗ, ҫав шутра, сӗт-ҫу енӗпе ӗҫлекен 9 хресчен-фермер хуçалăхӗ, мӑйракаллӑ шултра выльӑх самӑртакан 7 хресчен-фермер хуçалăхӗ, кайӑк-кӗшӗк ӳстерекен пӗр хресчен-фермер хуçалăхӗ тата лаша ӗрчетекен пӗр хресчен-фермер хуçалăхӗ пур.
Ял хуҫалӑх органи-зацийӗсенче тата хресчен-фермер хуçа-лăхӗсенче ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчен 8137 пуç ӗне шутланать, вӗсенчен 2848-шӗ – сӑвакан ӗнесем. Сӗт туса илессин калӑпӑшӗ ҫулталӑкра 25066 тонна пулнӑ.
– «Цильна» тата «Çӗпрел Рассвет-Агро» обществӑсенче тӗп кӑтартусене сӗт туса илесси ҫине янӑ. Пӗр ӗнерен сӗт суса илесси пӗлтӗр 9 тоннӑран иртнӗ, ку – 9073 килогрампа танлашать, аш туса илессин калӑпӑшӗ – 1384 тонна, – тесе палӑртнӑ Талгат Халитов.
Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл фермерсене, хресчен-фермер хуçалăхӗсене тата харпӑр хушма хуҫалӑхсене панӑ грант пулӑшӑвӗ çинчен те каласа иртрӗ.
Районти фермерсемпе хресченсен хуҫалӑхӗсен Ассоциацийӗн председателӗ Равиль Бикчуров фермер хуҫалӑхӗсен ӗҫне пӗтӗмлетрӗ, ака-сухара элиталӑ вӑрлӑхсемпе усӑ курма кирлине палӑртрӗ.
Канашлу вӑхӑтӗнче «Вӑрлӑхлӑх» тытӑмӗнчи улшӑнусем, агрохимикатсемпе усӑ курмалли ыйтусем пирки докладсем итлерӗҫ. Опытлă хурт-хăмăр ӗрчетекен М.Исхаков та хӳăйӗн канашӗсене пачӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май, ял хуҫалӑх отраслӗнче тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «С.Н.Ахметов» хресчен-фермер хуçалăхӗн пуҫлӑхне Марс Ахметова, «Клементьев Ф.Н» хресчен-фермер хуçалăхӗн пуҫлӑхне Федор Клементьева тата «Салахов З.Р.» хресчен-фермер хуçалăхӗн пуҫлӑхне Зульфия Салахована Тав ҫырӑвӗсем пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев