Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ял ӗçченӗсене чыс тата хисеп

Районта ял хуҫалӑхӗнче малта пыракансен слечӗ иртрӗ

Мероприятие ял хуҫалӑхӗнче вăй хуракан районӑн хисеплӗ ҫыннисене чӗннӗччӗ.

Уява район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Гелюс Баязитов, Раççей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, «Чистополье» Холдинг компанийӗн акционерла обществăн генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Глеб Кузнецов, «Ак Барс» Холдинг компанийӗн генеральнӑй директорӗн персонал енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Айрат Алеев хутшӑнчӗҫ.

Мероприяти пуҫланас умӗн хӑнасем районти Культура çурчӗн фойинче ял хуҫалӑх предприятийӗсем, уйрӑм предпринимательсем туса илнӗ таварсен куравӗпе паллашма пултарчӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ май, ӗҫре малта пыракансене: хуҫалӑх ертӳҫисене, агрономсене, зоотехниксене, механизаторсене, дояркӑсене чун-чӗререн тав турӗ.

– Муниципалитетӑн тӗп кӑтартӑвӗ – ял хуҫалӑх отраслӗ. Кунта та кашни ӗҫ ҫыннин ӗҫӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Ку ҫул сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрсене пула ӑнӑҫлӑ пулчӗ, – терӗ Марат Ринатович.

Район пуҫлӑхӗ 2025 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх районта 154 пин тонна тӗштырӑ ҫапса илнине, тухӑҫ гектартан 47,5 центнер пулнине палӑртрӗ. Ку рекордлӑ кӑтарту! Çӗпрелӗн 24 комбайнерӗ республика конкурсӗнче те ҫӗнтернӗ. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре те лайӑх кӑтартусем тунă.

Хуҫалӑх ертӳҫисем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан район ҫыннисене, пӗтӗмӗшле илсен, вӗсен ҫемйисене спонсорлӑх енӗпе пулӑшу парас ӗҫре те пысӑк пай кӗртеççӗ. Ҫак ӗҫсемшӗн вӗсене тав турӗç.

Уяв мероприятийӗ хӑнасем тухса калаçни, парне пани концерт номерӗсемпе çыхăнса пычӗ. Ӗҫре малта пыракансене патшалӑх наградисене: медальсем, Тав ҫырӑвӗсем, Дипломсем тата Хисеп грамотисем пачӗç. Ӑшӑ сӑмахсем ҫак кун аграри ӗçӗ-хӗлӗн ветеранӗсене те пулчӗç.

2025 ҫулхи тыр çи ӗçӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, «Районти чи лайӑх хуҫалӑх» номинацире 1-мӗш вырӑна йышӑннӑ «Цильна» общество ертӳҫине, «Тутарстан республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченне» Барис Аппаувич Гафурова тата «Чистополье» Холдинг компанийӗн «Çӗпрел Рассвет-Агро» обществӑн ертӳҫине Алексей Геннадиевич Копанева Кубок тата  Диплом пачӗç, 2-мӗш вырӑна «Агротранспорт» общество çӗнсе илнӗ (ертӳҫи – Алексей Равилевич Курамшин).

«Чи лайӑх тирпейлекен предприяти» номинацире «Государев Амбар» общество (ертӳҫи – Василь Вазихович Салахов) – 1-мӗш вырӑна, «Тăваньел пахчисем» кооператив (ертӳҫи Альфред Ихтирамович Хайруллин) – 2-мӗш вырӑна тата «Дуслык» кооператив (ертӳҫи Рамиль Санатуллович Рафиков) – 3-мӗш вырӑна тивӗçлӗ пулчӗ.

«Уй-хир отраслӗнчи чи лайӑх хресчен-фермер хуҫалӑхӗ» номинацире «Бикчуров Р.А.» (1 вырӑн, ертӳҫи – Равиль Бикчуров), «Низамов А. А.» (2 вырӑн, ертӳҫи – Альберт Низамов), «Махмутов И.Ф.» (3 вырӑн, ертӳҫи – Ильмир Махмутов) хресчен-фермер хуçалăхӗсене тата уйрӑм предпринимателе Нияз Дамаева (3 вырӑн) Кубоксемпе Дипломсем пачӗҫ.

Тухăç уявӗнче, ҫавӑн пекех, «Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе чи лайӑх хресчен-фермер хуçалăхӗ» номинацисенче ҫӗнтернисем, республикӑри, районти конкурссенче малта пыракан комбайнерсем-ҫӗнтерӳҫӗсем, «Хуҫалӑхӑн чи лайӑх шоферӗ», «Выльӑх апачӗ хатӗрлес енӗпе чи лайӑх механизатор», «Чи лайӑх тракторист-механизатор»«Чи лайӑх доярка», «Чи лайӑх пӑру пăхакан», «Чи лайӑх осеминатор» номинацисенче мала тухнисем те, ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх пулса тӑнӑ наставниксем, ҫамрӑк специалистсем, ҫуллахи каникул тапхӑрӗнче уй-хирте ӗçленӗ студентсемпе шкул ачисем те парнесем илчӗç.

Ҫавӑн пекех, районăн программипе килӗшӳллӗн харпӑр хушма хуҫалӑхсене: Аслӑ Аксу ялӗнчен Лидия Искендерована (выльӑх-чӗрлӗхсен пӗтӗмӗшле шучӗ – 25 пуҫ), Аслӑ Чăнлă ялӗнчен Гулия Шигапована, Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнчен Р. Фахрутдинована, Мучелей ялӗнчен Хайдар Тазетдинова тата Упи ялӗнчен Галина Козлована ӗне сумалли аппаратсем пачӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев