Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ячӗсем халăх асӗнче упранӗç

Районта «Ангел малта, эпир ун хыççăн» ятлă кӗнекен презентацийӗ пулчӗ

Ентешӗмӗрӗн, Матак ялӗнче çуралса ӳснӗ, «Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Николаевна Кузьминан «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеки пичетленсе тухни пирки эпир хаçатра вулакансене пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Журналистсем çак кӗнекен презентацийӗсене Раҫҫей Геройӗсен тӑван ялӗсенче ирттерме йышӑннӑ. Тутарстанăн районӗсенче ирттерекен мероприятисенчен тăваттăмӗшӗ вара, пирӗн районта пулчӗ. Пирте те ун пек герой  пур. Вăл – Андрей Валерьевич Колпаков. 2023 ҫулта Донецк Халăх Республикинче паттӑрла пуҫ хунӑ полковника Андрей Колпакова  Раҫҫей Геройӗн ятне панӑ (вилнӗ хыҫҫӑн). Унӑн ашшӗ-амăшӗсем Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчен.

2025 çул Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тата  Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă пек иртсе пырать. Çакна шута илсе «Сувар» хаçат редакцийӗ тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçи Ирина Трифонова пуçарнипе ятарлă çар операцийӗнче çӗршыв чысне хӳтӗлекен ентешӗмӗрсене халалласа кӗнеке кăларма шутлать. Çак шухăша Тутарстан Республикин Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварас тата аталантарас ыйтусен комиссийӗ ырласа йышăнать, комиссин председателӗ Марат Готович Ахметов, ТР Патшалăх Совечӗн Çутӗç, культура, наука тата наци ыйтăвӗсен комитечӗн ертӳçи Айрат Ринатович Зарипов пулăшнипе чăваш салтакӗсемпе волонтерсем çинчен çырнă кӗнеке кун çути курать.

Кӗнекене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан чӑвашсем, паттӑр çар çыннисемпе офицерсем тата СВОна пулӑшассипе ӗçлекен волонтерсем çинчен çырнă очерксем кӗнӗ. Авторӗ – Тутарстанри Чăваш çыравçисен союзӗн членӗ, «Сувар» хаçатăн корреспонденчӗ, пысăк опытлă журналист Ирина Николаевна Кузьмина. Çакна та палăртса хăвармалла, кӗнекене кӗнӗ хайлавсен тӗп пайне, 40 очеркран 34-шне Ирина Кузьмина çырнă. Çавăн пекех, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн Ирина Трифонован, унăн çумӗн Вера Александрован, Чăваш çыравçисен союзӗн членӗсен Маргарита Литтапа Елена Алексееван очеркӗсем те кӗнӗ.

Районти Культура çуртӗнче иртекен мероприятие район администрацийӗн представителӗсем ял тăрăхӗсенче пурăнакансем, шкул ачисем, вӗрентекенсем, районти чăваш ялӗсенче ӗçлекен библиотекарьсем пуçтарăнчӗç,  тӗп хӑнасем вара,  кӗнекене кӗнӗ ятарлă çар операцийӗн салтакӗсем, вӗсен ҫемйисемпе волонтерсем пулчӗҫ. Залра ларма вырăн юлманпа пӗрехчӗ.

Презентаци кӗнекене кӗнӗ салтаксемпе офицерсен, волонтерсен сăн ӳкерчӗкӗсенчен тунă видеослайдран пуçланчӗ. Пухăннисем ăна тимлӗн пăхрӗç, мӗншӗн тесен экран çинче палланă, тăван сăнсем.

Пирӗн районтан çак кӗнекене 10 салтак: ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем А.Ягашкин, В.Карусев, офицер-танкистсем Ю.Воробьевпа Д.Шингарев, контрактпа службӑра тӑракан С.Вунберовпа С. Колпаков, Хусанти Росгвардин «Барс-26» спецназӗн артиллерисчӗсем К.Годуновпа М.Журавлев тата патӑррӑн пуҫ хунӑ А.Колпаков, И.Арьяхов, И.Сидоров, А.Данилов кӗнӗ.

Презентаци пуçлансан район пуҫлӑхӗн ҫумӗ, районти ЧНКЦ ертӳҫи Алексей Ярухин сцена çине тухса, паха пулăма – çар çыннисем çинчен çырнă кӗнекен презентацине хутшăнни çинчен клаçрӗ, «Сувар» хаçат ӗçченӗсене кӗнеке кӑларнӑ ятпа саламларӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ районти мӗнпур салтакпа офицер  ҫинчен вырӑсла та ҫакнашкал кӗнеке кӑларас шухӑш пуррине, ку ӗҫе ҫыравҫӑсене пурне те хутшӑнма чӗнчӗ.

Мероприятие «Суварӑн» тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тата кӗнекен авторӗ Ирина Кузьмина йӗркелесе, илсе пычӗç. Ирина Федоровна ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах «Сувар» хаçат унта хутшăнакан салтаксемпе вӗсене пулăшакан волонтерсем çинчен çырни пирки каларӗ. Вăл паянхи саманара хӗç-пăшаллă вăрçăпа пӗрлех информаци вăрçи те пыни пирки аса илтерчӗ. Паттăрсемпе волонтерсем çинчен çырнă  кӗнекене кăларса, вулакан патне историлле тӗрӗслӗхе çитересшӗн пулнине палăртса иртрӗ.

Ирина Кузьмина кӗнекене кӗнӗ хайлавсене еплерех çырни пирки каласа пачӗ. Кашни очерк чӗри витӗр тухнă авторăн, кашни паттăр тăван пек çывăх пулнине пӗлтерчӗ. «Пирӗн йышра СВО пырса тивмен пӗр çын та çук. Кашнин тăванӗ унта хутшăнать. Акă, паян çак сцена çинче юрлакан «Весна» дуэтах илер. Елена, Анжелика, Эльвира пăхма кăна черчен, чун-чӗрипе вӗсем чăннипе те çирӗп патриот. 2022 çултах Эльвирăпа Елена Хусанти сбор пунктӗнче СВОна каякан салтаксен умӗнче чăвашла юрăсем юрласа хавхалантарчӗç. Ун пек самантра тăван чӗлхепе янăракан юрă салтакшăн мӗнле пӗлтерӗшли пирки калама та кирлӗ мар пуль. СВО пуçлансан эпир те çак темăран айккинче юлмарăмăр. Статья хыççăн ¬статья, очерк хыççăн очерк çыртăмăр «Суварта». Ку кӗнекере эпир типпӗн çырнипех çырлахас темерӗмӗр, çак паттăрсем çемьере мӗнле ывăл, атте, мăшăр пулнине те тӗплӗн уçса пама тăрăшрăмăр. Салтаксене пулăшас тесе ырми-канми ӗçлекен волонтерсем пирки те çыртăмăр çак кӗнекере,  – терӗ «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке авторӗ Ирина Кузьмина.

Мероприятийӗн хумхануллă саманчӗ, Ирина Николаевна кӗнекене ветерансене, салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене сцена ҫине кӑларсах парнелени пулчӗ. Вӗсем: Людмила Васильевнӑпа Ярослав Андреевич Колпаковсем (Раҫҫей Геройӗн Андрей Колпаковӑн амӑшӗпе ывӑлӗ); Алексей Ягашкинпа Владимир Карусев (ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем); Наталия Николаевна Клементьева, Галина Александровна Колпакова (ятарлă çар операцийӗн салтакӗсемпе офицерӗсен Дмитрий тата Евгений Клементьевсен, Сергейпе Александр Колпаковсен амӑшӗ); Надежда Петровна Шингарева, Ирина Витальевна Воробьева (ятарлă çар операцийӗн офицерӗсен Дмитрий Шингаревпа Юрий Воробьевӑн амӑшӗсем);  Анна Владимировнӑпа Геннадий Иванович Спиридоновсем (вилнӗ çар çыннин Иван Сидоровӑн хуньăмӗпе апайӗ).

Хӑтлавӑн тепӗр пайне салтаксене пулӑшакан волонтерсене халалларӗҫ. Волонтерсем: Наталья Пустынина (Ҫӗпрел районӗнчи «Кӗмӗл» волонтерсен лидерӗ); Виктор Петухов (Ҫӗпрел районӗнчи ҫар юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи); Марс Саяпов, Сергей Петрянкин, Владимир Ярухин («Рубеж» ҫар юхăмӗн ветеранӗсен регионсем хушшинчи обществăлла организацийӗн Ульяновск облаҫӗнчи уйрӑмӗн ветеранӗсем). Ирина Николаевна пурне те кӗнеке пачӗ.

Мероприятире сцена ҫинче кӗнекере çырнă çар операцийӗнче хутшăнакансен ҫемйисен членӗсем тухса калаçрӗç. Çавӑн пекех, Чăваш Республикин поэтесси, çар çыннин амăшӗ Галина Серебрякова-Кемель, унăн ывăлӗ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнче, ывăлне халалланă сăввине чуна тивмелле вуласа пачӗ. Писатель Николай Ларионов та салтаксем çинчен çырнă сăввине каларӗ.

Кӗнеке хăтлавӗн программине Хусанти «Ӗмӗт» тата «Аюна» ушкăнсен солистки А. Еремеева, Лайăш районӗнчи «Весна» дуэчӗн солисткисем Э.Савельевапа Е.Макарова тата «Сувар» хаҫатăн тӗп редакторӗ И.Трифонова хăйсен чуна пырса тивекен юррисемпе илем кӳрсе, туллилентерчӗç.

Презентацие йӗркелекенсем пулӑмӑн пӗлтерӗшне, пирӗн вӑхӑтри геройсен чӑн историйӗсем урлӑ ҫамрӑк ӑрӑва патриотизм хаклӑхӗсене парса хӑварнин пӗлтерӗшне палӑртрӗҫ. Презентацие ирттерме пулӑшнӑшӑн администраци пуҫлӑхне Марат Гафарова тата район ертӳҫисене презентацие килнӗ район ҫыннисене пурне те тав тунине пӗлтерчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев