Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

ГОСТӑн ҫӗнӗ требованийӗсем вăйра

Специалист канашӗ

2026 ҫулхи   январӗн 1-мӗшӗнчен «Ял хуҫалӑх ӳсентӑранӗсен вӑрлӑхӗ» ГОСТ 12036-2025 патшалӑхсем хушшинчи стандарт вӑя кӗчӗ», – тесе пӗлтерет «Россельхознадзорӑн» Тутарстан Республикинчи Управленийӗн патшалӑх инспекторӗ Раиль Абузяров.

Ҫак стандарт мамӑк, сахӑр чӗкӗнтӗрӗ, чечек культурисемсӗр пуҫне, ял хуҫалӑх ӳсентӑранӗсен вӑрлӑхне пырса тивет, вӑрлӑхӑн акмалли пахалӑхӗсене, вӑрлӑхсен чӑнлӑхне, вӑрлӑхсенче генлă инженерипе модифициленӗ организмсем пуррипе çуккине палӑртма вӑрлӑх йышӑнмалли правилӑсемпе тӗслӗх илмелли меслетсене палӑртать.

Гостри тӗп улшӑнусем 
–Вӑрлӑх парти-йӗсенчен пробӑсене халӗ çак енӗпе наци аккредитаци структуринче аккредитациленнӗ организацисен специалисчӗсем ҫеҫ илме пултараҫҫӗ.
– Вӑрлӑхсен «серти-фикациленнӗ», «предбазовые», «базисные» категорийӗсен ӑнлавӗсене кӗртеҫҫӗ, вӗсем вӑрлӑхсен  «репродукциллӗ», «оригинан», «элита вăрлăхӗсем» категорийӗсемпе танлашаҫҫӗ.
– 50 кг ытла таякан пысӑк тарăсене чӗркенӗ вӑрлӑхсенчен илнӗ пробӑсен чи пӗчӗк калӑпӑшӗн таблицине хушрӗҫ.
– Пакетсемпе ытти упаковкӑсене тултарнӑ пахчаҫимӗҫ тата вӗтӗ вӑрлӑхлă ял хуҫалӑх ӳсентӑранӗсен вӑррисенчен пробăсене суйласа илессине уҫӑмлатнӑ.
– Суйласа илмелли хатӗрӗсемпе пулӑшу оборудованийӗсен ассортиментне анлӑлатнӑ, тӗслӗхрен, нумай хутлă проба илекен, ҫыпӑҫтаракан хӑю, нумай хутлă ҫирӗп полимер пленкинчен туса кăларнă, тӗрлӗ йывăрăшлă, хӑйне евӗрлӗ номерлӗ пакетсене тата ыттисене те хушнӑ.
– ГМО пулнипе çуккине палăртмашкăн вӑрлӑхсем суйласа илессине те хушнӑ. Пӗрлештернӗ пробӑран 4-мӗш вӑтам пробӑна уйӑрса илесси.
– Контроль единици массине тата вӑрлӑхӑн вӑтам пробине кӑтартса, ял хуҫалӑх ӳсентӑранӗсен списокне анлӑлатнӑ.

ГОСТ ҫӗнетӗвӗ ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсемшӗн, лабораторисемшӗн, «Россельхознадзорӑн»  тӗрӗслев органӗсен специалисчӗсемшӗн пӗлтерӗшлӗ тата суйласа илессине кӗртнӗ организацисен пайӗнче вӑрлӑхсене тӗрӗслессине йӗркене кӗртме май парӗ, вак тата пысӑк калӑпӑшлӑ тарăсене чӗркенӗ вӑрлӑхсене суйласа илес процеса ансатлатӗ, ГМО пулнипе çуккине тӗрӗслессине шута илӗ. Контроль единицин массине тата вӑрлӑхсен вӑтам пробине кӑтартса, ял хуҫалӑх ӳсентӑранӗсен списокне анлăлатни специалистсен суйласа илес ӗçне хӑвӑртлатӗ. 

Тӗплӗнрех информаци илес тесен, «Россельхознадзорӑн» Тутарстан Республикинчи управленийӗн тырӑ пахалӑхӗн надзорӗн тата вӑрлӑхсене контроль туса тăракан фитосанитари пайне: Хусан хули, Оренбург тракчӗ урамӗ, 20а ҫурт адреспа кайма, е 8 (843) 277-69-26 телефон номерӗпе шăнкăравласа, е 16.fsvps.gov.ru сайт урлă пӗлме пултаратӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев