Гитара-палӑк лартрӗç
Хыпарсем

Гитара-палӑк лартрӗç

Ӗнер. Паян. Ыран

Хурăнвар-Шăхаль ялӗнче гитара-палӑк пулса тăчӗ.

Ӑна ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ, проектӑн тӗп спонсорӗ Валерий Николаевич Кондратьев пурнӑҫа кӗртнӗ.

Гитара-палӑка ялти Культура ҫурчӗ умне лартнӑ. Ӑна вырнаҫтарма вырӑнти ҫынсем те пулӑшнӑ. 

Ҫӗнӗ арт-объект ял ҫыннисемпе район хӑнисене явӑҫтарӗ, илемлӗ те асра юлмалла сӑн ӳкерчӗксем тума вырӑн пулӗ, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.

 


Нет комментариев