«Геройлар янәшәдә – Герои рядом»
Пултарулăх конкурсӗ
Тутарстанра çакăн пек ятлă конкурса заявкӑсем йышӑнасси малалла пырать.
Конкурса 2026 ҫулхи августăн 1-мӗшӗччен ӗҫсем йышӑнӗҫ. Унӑн темисем: патриотизм, ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчи геройсен паттӑрлӑхӗ, традицилле ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсем.
Конкурс кӑҫал иккӗмӗш хут иртет. Ӑна «ТАТМЕДИА» республикӑри пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентстви, «ТАТМЕДИА» акционерла общество тата Тутарстанри кӗнеке издательстви пӗрле йӗркелеҫҫӗ.
Конкурсӑн кӑҫалхи тӗп уйрӑмлӑхӗ – «Роман» номинацие кӗртни. Пултарулӑх ӗҫӗсене «Повесть», «Калав», «Поэма е сӑвӑ ярӑмӗ», «Очерк» номинацисемпе те ярса пама пулать.
Заявкӑсене konkurs@tatkniga.ru электрон почтӑпа йышӑнаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене чысламалли мероприяти 2026 ҫулхи декабрӗн 9-мӗшӗнче пулӗ.
Конкурс çинчен калакан Положенипе тӗплӗнрех «ТАТМЕДИА» республикӑри пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентствин сайтӗнче паллашма пулать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 (843) 519-45-39.
Пӗлтӗр конкурса пурӗ 136 ӗҫ ярса панӑ. Унта хутшӑнакансем 27 хуларан, ҫав шутра республика тулашӗнчи – Мускав, Ульяновск, Новосибирск, Красноярск хулисенчен те активлăх кăтартнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев