Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Геройăмăр — пирӗн пуласлӑхшӑн!

«Пирӗн геройсем» рубрикăн паянхи геройӗ — Матак ялӗнчи Сергей Станиславович Шумилов

Ҫӗршыври пур шкулсенче те вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленчӗ. Майӑн 24-мӗшӗнче Совет Союзӗн Геройӗ С. А. Уганин ячӗпе хисепленсе тăракан вăтам шкултан вӗренсе тухакансене халалланӑ «Юлашки шӑнкӑрав» мероприятийӗ иртрӗ. 

Кӑҫал вӑтам шкултан 5 вӗренекен: 2 каччă тата 3 хӗр вӗренсе тухӗҫ. Шкул дирекцийӗ каланӑ тӑрӑх, вӗренекенсем питӗ пултаруллӑ, пурне те пӗлме тӑрӑшакан тата активлӑ. Ҫакӑ вӗсен тулаш енӗнчен те, обществӑра, вӗрентекенсемпе ҫак мероприятие килнӗ хӑнасем хушшинче хӑйсене мӗнле тытнинчен те курӑнать....

Анчах чи пахи — ҫак пысӑк мероприятие шкултан вӗренсе тухнӑ, пиҫиххипе кӗрешес енӗпен спорт мастерӗн кандидачӗ, ятарлă çар операцийӗнче хутшăнакан Сергей Шумилов хӑйӗн ҫемйипе килни. Сӑмах май, вӑл та 2009 ҫулта çакăн пек мероприятире стройра тӑнӑччӗ...

Сергей 1992 ҫулта, Матак ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫичӗ ҫул тултарсан шкула вӗренме кайнă. Шкулта эпӗ, 2002 ҫулта, пиҫиххипе кӗрешес енӗпе секцие уҫнӑ чухне вӑл 9 ҫулта кăначчӗ-ха. Вӑл кӳршӗнчи хăйӗнчех аслӑрах ачасемпе пӗрле секцие килнӗччӗ, ҫавӑнтанпа кӗрешӳпе интересленме пуҫларӗ. 2003 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче пире Ульяновск хулине пиҫиххипе кӗрешес енӗпе регионсем хушшинчи турнира чӗнчӗҫ. Ҫак ӑмӑртӑва эпӗ виҫӗ талантлӑ ачана суйласа илтӗм, виҫҫӗшӗнчен пӗри — Сергейччӗ. Ун чухне вăл тӑваттӑмӗш класра вӗренетчӗ. Малтанах пӗлсе тăтăм, Сергей Шумилов ҫакӑн пек масштабпа ӑмӑртусене пӗрремӗш хут кăна килнӗ пулин те, пурне те ҫӗнтерсе, 34 килограма çитичченхи виçе йывăрăшӗнче пӗрремӗш вырӑна йышăнчӗ.

Çакӑн хыҫҫӑн вӑл уйрӑмах тренировкăсенче тӑрӑшса хатӗрленме пуҫларӗ, ăмăртусенче яланах ҫӗнтерӳҫӗ е ӑмӑрту призерӗ пулса тăратчӗ. Çапла вара, пиҫиххипе кӗрешес енӗпе Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗ пулса тӑчӗ. 

Шкул хыҫҫӑн професси училищинче вӗренчӗ, тракторист-машинист специальноҫне алла илчӗ. Унтан ăна Раççей Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне илчӗç, спецназра службӑра тӑчӗ. Çар комиссариачӗн докуменчӗсем тӑрӑх, Сергее ним иккӗленмесӗр, элита подразделенине янă. Лайӑх çар службишӗн Сергей командованирен темиҫе хутчен те Тав çырăвӗсем тата грамотӑсем илнӗ.

Ҫарта службӑра тӑнӑ хыҫҫӑн Сергей Шумилов Мускав хулинче стройкăра ӗҫлеме пуҫларӗ. Авланчӗ. Мăшăрӗпе Олесьăпа виҫӗ ача ҫуратрӗç: икӗ хӗр тата пӗр ывӑл. Вӗсен пурнӑҫӗ йӗркеленчӗ, пӳрт туса лартрӗç, машина туянчӗç. Анчах кӗрхи пӗр кун Сергей уйрăм мобилизаци ҫинчен повестка илчӗ, мӗншӗн тесен спецназра службӑра тӑнӑ, ҫӗршыва ҫакӑн пек специалистсем кирлӗ пулнӑ. Вӑл, ним шухăшласа тăмасăр, кирлӗ япаласене пуҫтарчӗ, Тӑван ҫӗршыв умӗнчи хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама тухса кайрӗ.

Верховнӑй главнокомандующий, Раҫҫей Президенчӗ В. В. Путин хушнăвӗпе, виҫӗ ача ашшӗ пулнӑ май, Сергей килте те юлма пултарайнă. Ҫапла вара, Сергей 2022 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа Тӑван çӗршыва, хӑйӗн ҫемйине хӳтӗлеме тӑчӗ...

Хальхи вӑхӑтра Сергей Шумилов 108-мӗш гварди парашютпа десант взвочӗн командирӗн çумӗ пулса, неонацистсемпе тата хӗвеланӑҫӗнчен тара тытнӑ ҫынсене хирӗç кӗрешет. 

Паттӑрлӑхпа хăюлăхшăн «Раҫҫей патриочӗ» тата «Хастар-лӑхшӑн» медальсемпе наградӑланнӑ. Кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килес умӗн Сергей Станиславовича часть командованийӗ Паттӑрлӑх орденне пама тӑратнӑ. Анчах ку чи пахи мар, чи пӗлтерӗшли — Сергей Шумилов чӑн герой, пирӗн вӑхӑтри герой пулни. Тата чи кирли — вӗсем пурте ырă-сывă, ҫӗнтерӳпе киле таврӑнмалла пултăрччӗ!

Акă татах тăван шкулта вӗренсе тухакансемшӗн «Юлашки шӑнкӑрав» янӑрарӗ тата вӗренекенсенчен нумайӑшӗшӗн Сергей Шумилов герой-воинпа тӗл пулни асра юлӗ. Вӗсемшӗн ку уйрӑм уяв тата пурнӑҫра хăйне евӗрлӗ парне пулчӗ!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев