Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Героя асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ

Спорта кăмăллакансен йӗлтӗр ăмăртăвӗ

Кашни ҫын ҫитӗнни, е ача спортăн хăш тӗсне кăмаллать çăвăнпа туслӑ. Спорта кӑмӑллакансем валли февралӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Упи ялӗнче йӗлтӗрçӗсем валли Социализмла Ӗҫ Геройне Л.В.Дергунова асӑнса йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ иртрӗ.

Мероприятийӗн тӗллевӗ – хӗллехи спорт тӗсӗсене тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑласси, Социализмла  Ӗҫ Геройӗн Л.В. Дергуновӑн ятне ӗмӗрлӗхе хӑварасси. Йӗлтӗрçӗсем Çӗпрел, Пăва, Апас районӗнчи, Чăваш Енри Патăрьел, Елчӗк, Шăмăршă районӗсенчи тӗрлӗ шкулсенчен килнӗччӗ.

Малтанах Çӗнӗ Упи тӗп шкулӗнче вӗренекенсем Геройăн пурнăçӗ, çитӗнӗвӗсем çинчен каласа пачӗç. Раҫҫей тата Тутарстан Гимнӗсем янӑранӑ хыҫҫӑн, пухӑннисем умӗнче Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин, Упи ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Александр Ярухин, районти ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, Лазарь Дергунов ячӗпе иртекен ӑмӑртура пурне те  хастар пулма, ҫирӗплӗх, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.

Ӑмӑрту пилӗк ӳсӗм категорийӗнче, яшсем хушшинче тата хӗрачасем хушшинче уйрӑммӑн иртрӗç. Пур дистанципе те ҫӗнтерӳҫӗсем палӑрчӗҫ.

Ӑмӑртура мала тухнӑ кашни йӗлтӗрҫӗ Кубок, Хисеп грамоти, медаль, асӑнмалӑх парне илме тивӗҫлӗ пулчӗ.
Ӑмӑртӑва пуҫаракансем тата спонсорӗсем  Герой-ентешӗмӗрӗн Лазарь  Дергуновӑн мӑнукӗсем пулчӗç. Финиша килнисем вӗри чейпе, пылак ҫимепе сӑйланчӗҫ.

Шăматкунхи юрлă çанталăк ял-йышшӑн, хăнасемшӗн чӑн-чӑн спорт уявӗ парнелерӗ, ырӑ туйӑмсем хăварчӗ. Юлашкинчен çакна калас килет: «Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракан çын çеҫ сывӑ!».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев