Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Герой ентешӗмӗрӗн ячӗпе

Астăвăм

Геройсен Аллейинче Совет Союзӗн Геройӗ Зариф Алимов ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалласа митинг ирттерчӗç.

Ентеш-паттӑра асӑнса ирттерекен мероприятире районти ертӳçӗсем, районти ветерансен совечӗн представителӗсем, организацисемпе предприятисен коллективӗсем, техникумăн студенчӗсемпе шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.

Митинга хутшӑннисен хушшинче Зариф Алимовӑн тӑванӗсемпе ял ҫыннисем те пурччӗ.

Геройăн тӑван ялӗнчи Ҫӗнӗ Кахăрлă шкулӗнче вӗренекенсем хӑйсен ентешӗн мухтавлӑ иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, мероприятие хутшӑнакансем Геройăн бюсчӗ умне чечексем хучӗҫ.

Совет Союзӗн Геройӗ Зариф Закирович Алимов 1921 ҫулта Ҫӗнӗ Кахăрлă ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑччен колхозра бухгалтер, унтан тракторист пулса ӗҫленӗ.

Колхозра бухгалтерта ӗҫленӗ май, хаҫатра ҫамрӑксене трактористсен курсне пухасси ҫинчен пӗлтернине курать.Техник пулас ӗмӗтпе вӗренме кӗрет. Зариф тӑрӑшса вӗренет. Малта пыракан механизатор пулнӑ май, коллективлӑ хуҫалӑхра нумайӑшӗшӗн тӗслӗх пулса тӑрать.

Ӑна 1940 ҫулта ҫар службине илнӗ. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех унӑн малти линире пулма тӳрӗ килет, пысӑк паттӑрлӑхсем кӑтартать. 

Зариф Алимов 1945 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗнче тăшмана хирӗç пынă хаяр ҫапӑҫусенчен пӗринче паттӑрла вилӗмӗпе пуҫне хурать. 1945 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче ăна Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ.

Ҫӗпрел районӗнче ентеш-геройăмăра асра тытаҫҫӗ. Район центрӗнчи Геройсен Аллейинче унӑн бюстне вырнаҫтарнӑ. Зариф Алимовӑн ятне Çӗнӗ Кахăрлă шкулне панӑ. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчи урам та унăн ятне çӳрете.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев