Фермерсене органикӑллӑ ҫӗр ӗҫне вӗрентеççӗ
Вӗрентӗве Тутарстан Республикин Экономика обществин специалисчӗсем пурнӑҫлаҫҫӗ
Кӑҫал Тутарстан Республикин экономика обществин специалисчӗсем, Тутарстан Республикин Раисӗн гранчӗн шайӗнче, «Органикăллă ял хуçалăх технлологийӗсем» республикӑри пилотлӑ программӑпа фермерсемпе уйрăм хушма хуҫалӑхсен хуҫисемшӗн, районсене кайса çӳресе, вӗрентӳсем йӗркелеççӗ.
Июнӗн 29-30-мӗшӗсенче ҫак программӑпа фермерсемпе уйрăм хушма хуҫалӑхсен хуçисен квалификацине ӳстермелли курссене пирӗн районта та йӗркелерӗç. Мероприяти «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» зданийӗнче иртрӗ. Унта районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов, ученăйсемпе специалистсем, фермерсем хутшӑнчӗҫ.
Курссен тӗп теми – органикӑллӑ ял хуҫалӑхӗччӗ. Ăна паян Раҫҫейре хастар аталанать тата ăна экологи тӗлӗшӗнчен таса продукци туса илме, тӑпра пулӑхлӑхне сыхласа хӑварма тата хальхи хӑрушлӑхсӑр технологисемпе усӑ курма тӗллеве илнӗ.
Фермерсемпе харпӑр хушма хуҫалӑхсен ертӳçисене икӗ кун вӗрентнӗ май, органикӑллӑ ӳсентӑран тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессин никӗсӗсем ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗҫ, тӑпрана биологи тӗлӗшӗнчен тирпейлемелли, мелиораци, нӳрӗке перекетлемелли технологисемпе, ҫавӑн пекех, аграри сферинче усӑ куракан хальхи цифра тата пилотсӑр системӑсемпе паллаштарчӗҫ.
ТР Наукӑсен академийӗн членӗ, экономика наукисен докторӗ, Хусанти федераллă университетăн профессорӗ Вадим Хоменко палӑртнӑ тӑрӑх, программа ҫӗнӗ пӗлӳ илме кӑна мар, экологи тӗлӗшӗнчен таса ял хуҫалӑхне аталантарас тӗлӗшпе системӑллӑ меслет йӗркелессине шута илет.
– Вӗрентӗве Тутарстан Республикин Раисӗн грантне тӗпе хурса пурнӑҫлаҫҫӗ. Курссем фермерсене экологи тӗлӗшӗнчен таса ял хуҫалӑхӗ, унпа çӗр ӗçӗнче тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре усӑ курмалли технологисем ҫинчен пӗлӳ параҫҫӗ. Фермерсен органика хуҫалӑхне тытса пымалли технологисене пӗлме тивӗçлӗ. Малашне ҫакна грантсемпе субсидисем панӑ чухне шута илӗç. Ҫавӑнпа та вӗренӳ иртни ҫинчен сертификат илни пӗлтерӗшлӗ, – тесе палӑртрӗ Вадим Хоменко.
Мероприятие хутшӑнакансене биопрепаратсемпе усӑ курмалли, тӑпрана известь кӗртмелли, тӑпра пулӑхлӑхне упрамалли тата ял хуҫалӑхӗнче хальхи цифра йышӑнӑвӗсен темисем уйрӑмах интереслентерчӗç. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку енӗпе ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Ҫакӑн пек вӗренӳ программисем ял хуҫалӑх производителӗсене хӑйсен професси шайне ӳстерме кӑна мар, аграри отраслӗн ҫӗнӗ требованийӗсене хатӗрленме те май параҫҫӗ, экологи тасалӑхӗпе продукци пахалӑхӗ аталанӑвӑн чи пӗлтерӗшлӗ кртиерийӗсем пулса тӑрӗҫ.
Мероприятие вӗҫленӗ май, вӗрентӳ пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх хутшӑнакансене патшалӑх тӗслӗхӗн квалификацине ӳстерни ҫинчен свидетельствӑсем пачӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев