Фанис Загреевăн кубокӗ Çӗпрел командинче
Хоккей турнирӗнче: Кайпӑҫ, Апастово, Ҫӗпрел районӗсем тата вырӑнти Хулаçырми командисем хутшăнчӗç
«Алтын Барс» пӑр аренинче арҫынсен командисем хушшинче Фанис Загреев Кубокӗшӗн шайбăллă хоккей енӗпе «Загреевăн мемориалӗ» турнир иртрӗ.
Турнира уҫнӑ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Фәнис Загреев район спортне кӗртнӗ пайне палӑртса иртрӗ, командӑсене илемлӗ вӑйӑ, ҫӑмӑл ҫӗнтерӳсем сунчӗ.
Фанис Загреев мӗн пӗчӗкренех спортпа интересленнӗ, физкультура енӗпе аслӑ пӗлӳ илнӗ, районта пӗрремӗшӗсенчен пулса ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн йӗркелӳҫи пулнӑ, футболла тата хоккейла вылянӑ.
Мероприятире унӑн ҫемйи – мӑшӑрӗ Эльвира, ывӑлӗсем Алмаз тата Адель хутшӑнчӗҫ. Фанис Загреевӑн ывӑлӗ Алмаз ашшӗ ҫулӗпе кайнӑ, вӑл хоккей енӗпе районти пӗрлештернӗ командӑн членӗ пулса шутланать.
Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗн команди пӗрремӗш вырӑна тата турнир кубокне ҫӗнсе илчӗ, Хулаҫырми ялӗн команди – иккӗмӗш, Апастово районӗн команди виҫҫӗмӗш вырăна йышăнчӗç.
Ҫавӑн пекех, турнирӑн чи лайӑх выляканӗсене те палӑртрӗç. Ленар Халимов (Ҫӗпрел) – чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ, Даниф Шарафутдинов (Хулаҫырми) – «Чи лайӑх тапӑнакан», Раиль Фахрутдинов (Апастово) – «Чи лайӑх хапхаҫӑ» тата Ранис Сабиров (Ҫӗпрел) «Чи лайӑх вылякан» пулса тăчӗç.
Призерсемпе чи лайӑх вылякансене пурне те грамотӑсемпе, кубоксемпе, статуэткӑсемпе, укҫан парнесемпе чысларӗç. Турнир судйисене те парнесем пачӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев