Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Эсир пурришӗн тавтапуҫ!

Мартӑн 8-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн районти этемлӗхӗн черчен пайӗн представителӗсене халалланă савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.

Районти Культура çуртӗнче йӗркеленӗ мероприятие паянхи кун ҫӗршывăмăрăн хăрушсăрлăхӗн хуралӗнче тӑракан çар çыннисен мӑшӑрӗсене, ҫавӑн пекех, районăн обществӑлла пурнӑҫне хастар хутшӑнса, хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ хӗрарӑмсене чӗннӗччӗ. Вӗсене муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.

– Хаклӑ хӗрарӑмсем, аннесем, асаннесем! Сире чун-чӗререн Мартӑн 8-мӗш уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп. Эпир сире ăмсанатпăр, сирӗнпе мăнаçланатпăр. Пурнӑҫри тӗрлӗ лару-тӑрура та хӑвӑрӑн чи лайӑх пахалӑхӑрсене упрама пӗлетӗр: ку – тӑрӑшулӑх, чӗре ӑшши, ӑслӑлӑх тата чӑтӑмлӑх. Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн! Пирӗн кунсем сирӗнпе кӑмӑллӑрах, ҫутӑрах пулса пыраҫҫӗ, – терӗ вӑл

Уяв парнесӗр иртмест. «Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ. Ҫулталӑк арҫынӗ: хӗрарӑм куҫӗпе» конкурсăн çӗнтерӳçисене чысларӗç. Уяв мероприятийӗнче вӗсене дипломсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗҫ.

Уяв район администрацийӗн представителӗсен, культура ӗҫченӗсен, пултаруллӑ ачасен вӑйӗпе хатӗрленӗ концертпа çыхăнса пычӗ. Этемлӗхӗн черчен пайӗн представителӗсем хăйсене чысланӑшӑн чунтан тав туса, чечек ҫыххисемпе, парнесемпе саланчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев