Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ентешӗмӗре 65 çул

Лайăх çынсем çинчен

Раççей Писательсен тата Журналистсен союзӗсен членӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, ентешӗмӗр Николай Николаевич Ларионов-Йӗлмел апрелӗн 25-мӗшӗнче 65 çул тултарать.

Николай Николаевич Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ, ялти тата Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулсенче вӗреннӗ. Пиллӗкмӗш класранах сӑвӑсем хайлама пуҫланӑ, шкулти стена хаҫатӗнче пичетленӗ. 1972 ҫултан районти «Ҫӗнӗ ҫул» хаçат страницисенче тухма пуçланă.
Шкултан вӗренсе тухсан, Николай Ларионов Ульяновскри строительство мастерӗсен шкулне, Чулхулари автотранспорт техникумне, Чăваш патшалăх университетне пӗтернӗ.

Çырас ӗçе 1995 çулта Ульяновск районӗн «Родина Ильича» хаçатӗнче пуçăннă. 1996 çулта Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçатне ӗçлеме куçнă, 2002 – 2018 çулсенче тӗп редакторта тăрăшнă.

Николай Николаевичăн стайисемпе сăввисем халичченех «Тăван ен» хаçатăн страницисенче пичетленсе пыраççӗ. Ентешӗмӗр Николай Ларионов нумай кӗнеке авторӗ те.

Николай Николаевича юбилей ячӗпе саламласа малашне те статья хыççăн статья çырма, кӗнеке хыççăн кӗнеке кăларма хавхалану, ăнăçу сунатпăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев