Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ентеш-салтаксене асӑнса футбол турнирӗ

Спорт

Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунӗнче Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗн стадионӗнче тӗрлӗ çар юхăмӗсенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ ентеш-салтаксене асӑнса, йӑлана кӗнӗ, футбол турнирӗ иртрӗ.

Турнира уҫасси ентеш-салтаксене, ҫар юхăмӗсенче хутшӑннисене халалланă Мухтав обелискӗ патӗнче митингпа пуҫланчӗ. Мероприятире чӗннӗ хӑнасем, ҫар юхăмӗн хисеплӗ ветеранӗсем, вӗсен ҫывӑх тӑванӗсемпе запасри ҫар ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Палӑк умне чӗрӗ чечексем хучӗç.

Раҫҫей Федерацийӗпе Тутарстан Республикин гимнӗсен сассипе митинг уҫӑлнă тесе пӗлтернӗ хыççăн, саламлă сăмахсемпе Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тухса калаçрӗ. 

Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков сывлӑш-десант ҫарӗсенче служить тунă запасри çар çыннисене саламларӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ.

Тутарстан Республикинчи «Щит Отечества» çар юхăмӗн  ветеранӗсен, запасри ҫар ҫыннисен, чикӗ тата ытти ҫарсен регионти обществăлла организацийӗн ертӳçи Дамир Биктимиров ҫар юхăмӗсенче хутшӑннисене тата запасри ҫар ҫыннисене наградăсем пачӗ. Наградӑланнисен хушшинче: «95 лет Воздушно-десантных войск» медальпе 10 салтак-десантник чысланчӗ, «Участнику специальной военной операции» медале – Максим Пришельцев, «30 лет началу контртеррористической операции на Северном Кавказе» медале Юрий Патшеевпа Александр Патшеев тивӗçлӗ пулчӗç.

Турнира йӗркелеме хастар пулӑшнӑшӑн тата ветерансен организацийӗн ӗҫне хăйсенчен пай кӗртнӗшӗн «За увековечивание памяти погибших на СВО» медале Илья Карсаков, Виталий Ларионов тата Дмитрий Николаев илчӗҫ. Алексей Макарова «За участие в  специальный военной операции» медальпе, Петр Алякина  «За помощь и содействие ветеранскому движению» медальпе наградӑларӗç.

Турнира 6 команда хутшӑнчӗ: «Чеботаевка» (Сурски районӗ, Ульяновск облаҫӗ), «Партизан» (Вăтам Улхаш ялӗ, Чăнлă районӗ, Ульяновск облаҫӗ), Упи ялӗн команди (Ҫӗпрел районӗ), Чӑваш Ҫӗпрел ялӗн команди; Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн команди, хуҫасен команди – Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

Вӑййа нумай-нумай болельщик сӑнаса тăчӗ, вӗсем хӑйсен ентешӗсене уйрӑмах вăй парса тăчӗç.
Турнирăн кӑтартӑвӗсем: 1-мӗш вырӑна  –  «Чăваш Çӗпрел» команди (турнир кубокӗ), 2-мӗш вырӑна – Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗн команди, 3-мӗш вырӑна Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ команди çӗнсе илчӗç.

Йӗркелӳ комитечӗ чи лайӑх вылякансене те палӑртрӗ:
Денис Афиногентов (Çӗнӗ Йӗлмел) – «Чи лайӑх хапхаҫӑ»,  Никита Мадуров (Чӑваш Çӗпрел)  – «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ», Борис Альмяшкин – Чӑваш Республики) – «Чи лайӑх вӑйçă», Ильназ Салахов (Кивӗ Ҫӗпрел)  – «Чи лайӑх тапӑнакан».
Турнир йӗркелӳҫисемпе хутшӑнакансем спонсорсене тав турӗç, вӗсемсӗр ку пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулмӗччӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев