Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Енчӗк

Калавсем

Хӗвеллӗ çурхи кун пӳртре ларас килет-и? Хĕлле юрĕ сахал çунăран вăрах тытăнса тăмарĕ, самантрах ирĕлсе пĕтрĕ. Çырмара çурхи шывĕ те шавласа юхмарĕ. Авӑ çанталăкĕ те, кӑчӑк туртнӑнах урама тухма илӗртет. Светлана Тимофеевна юр ирӗлсе пӗтсенех пахчара кӗрхи ҫулҫӑсене кӗреплерӗ.

Хӗл каҫа аванах пуҫтарӑннӑ, пахча çумĕнчи ҫӳп-ҫапа та тасатрӗ, çуркунне ӗҫӗ пайтах. Эх! Хитрен юрă шăрантараççĕ шăнкăрчсем. Тăван тăрăха таврăннипе савăнаççĕ. Нимĕнле юрăç та кирлĕ мар. Чун канать. Пайтах тирпейлерӗ садра, улмуҫҫисен йӗри-таврашне те тасатрӗ, пурăпа шуратса тухрĕ. Пухăннă çуп-çапа контейнера пăрахма кайсан, темĕнле хурарах япала курăнчĕ. Урипе тапкаласа пăхрĕ, сăранран пулнипе-ши пĕшкĕнсе алла илчĕ.

Майӗпен енчӗкне уҫса пычӗ. Туххӑмрах чӗтренекен аллисемпе хăвăрт хушăра шутласа та илчӗ. Ҫаврӑнса сӑнасарах пӑхрӗ, никам та курмарӗ -ши тесе. Ак тамаша! Кунта 5 пинлӗх хут укҫасем 50 пине яхăн. Кил-çурчӗ аслӑ ҫул ҫумне вырнаҫнӑран, тротуар хӗррипе утнă маййӑн ӳксе юлмах пултарнӑ. Кунĕпе темиçе çын та иртсе çӳрет.

— Илсен, кирлӗ ҫӗре тӑккалама каять. Ҫук. Тен кам-тӑр, ӑнсӑртран ӳкерсе хӑварнӑ? Ҫемье ӗҫ укҫисӗр тӑрса юлӗ, е черетлĕ тӳлев валли хӑварнӑ пулнӑ? — темӗн тĕрлĕ те шухӑшласа илчӗ. — Çак ҫухалнӑ укҫасен хуҫине тавӑрма та пулать. Камне те пӗлместӗп ҫавă.

Çухалнăскере каялла вырăнне хучĕ. Пĕрре енчĕк çине, тепре çул çине тинкерчĕ.

— Илес-ши, е илес те мар-ши? — вĕчĕрхĕнсе илчĕ Светлана.

Çук тĕкĕнмерĕ тек, тăкăрлăкран çынсем килнипе пăрăнса кил еннеле утса кайрĕ. Хушăран çăврăнса пăхкаларĕ.
Малалла хуçалăхра ĕç те пымарĕ. Пĕрмай енчĕкри укçа çинчен шухăшсем канăç памарĕç. Чашăка тултарнă чейне те сыпса çеç илчĕ. Каç пулсан йыттипе уçăлма тухрĕç. Енчĕк выртакан тĕлелле утса кайса пăхас килчĕ. Таврара шăп пулнипе ĕç тухасса шанчĕ. Пĕшкĕнсе шырама пикенчĕ. Кирлĕ япала вырăнта çуккине асăрхарĕ. Телефонри хунарне çутса пăхкаларĕ.

Кăлăхах, пурпĕрех çук укçаллă енчĕк. Ĕç тухмарĕ.

— Паçăрах чиксе хумаллаччĕ иккен. Кам пĕлнĕ-ха, çухалнăскере тупасса? — пăшăрханса кайрĕ Светлана. — Юрĕ çын укçипе пуйаймăн.

Йытти тем чакаланнине курса ун патнелле утса кайрĕ. Хăваласа ячĕ.

— Акă ăçталла выртать сăранлă енчĕк, — савăнсах кайрĕ.

Пĕшкĕнсе илсе курткин кĕсйине чиксе хучĕ, йыттине чĕнсе каялла кайрĕç. Картишне кĕрсен енчĕкне уçса пăхрĕ. Анчах та мĕн кĕтни курăнмарĕ.Укçасене кам-тăр илнĕ. Кулянса кайрĕ.

— Хĕсĕнсе те пулин юлман-ши, пĕр хаклă хучĕ хуть? — тепĕр хут тĕрĕслесе илчĕ. — Çук вĕт.

Çиелти хуплашкин айĕнче темĕнле хытăрах хут татăкĕ çакланчĕ. Аллине илсе çавăрса пăхкаларĕ. Унта «Павел Сергеевич Тимошкин юрист» тесе çырни курăнчĕ. Телефон номерне те палăртнă. Вырăнне хурса, каялла ăçтан тупнă çере кайса пăрахрĕ.

Ирхине кӳршĕ Варуç кинемей урама тухсан, мăнукĕ велосипедпа ярăннă чухне хутлă укçасем тупни пирки шавларĕ.
— Вăрттăнлăхра тыт, никама та ан кала! — терĕ.
— Эпĕ укçисене çухатнă хуçи камне пĕлетĕп, — терĕ çирĕппĕн Светлана.
— Ăçтан пĕлен? Санăн мар пуль? — кӳрши тĕпчесе ыйтрĕ.
— Тавăрса памалла. Çын укçипе телей тăваймăн, — терĕ Света тĕпĕ-йĕрĕпе каласа.
— Çыхланас мар, тем курса тăрăн тата. Шыраса тупас пулсан, вăрланă тесе тӳлеттермелле тăвĕç, — терĕ Варуç.

Сăран енчĕк выртнă тĕле утса кайрĕç. Хут çинче палăртнă номерпе шăнкăравласа ăçта тупнине каларĕç. Нумай та вăхăт иртмерĕ патвар хул-çурăмлă арçын хура машинăпа килсе те чарăнчĕ. Варуç укçисене илсе тухрĕ, Светлана енчĕкне тыттарчĕ Павел Сергеевича. Леш те тупăннишӗн тав туса пылак çимесем илсе килнĕ. Кирлĕ чухне пулăшма шантарса машинине хускатса кайрĕ. Светланăпа Варуç кинеми вырăнтан хускалмасăр, нимĕн чĕнмесĕр хытса тăчĕç. Калăн пăталаса хăварнă тейĕн. Йытти вĕрни çеç «çĕр» çине анчĕç. Пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç.

— Эх, пулмарĕ пуясси, — терĕ Варуç.— Хитре пушмак туянасси.
— Каяймарăм Сочие канма, — терĕ Светлана. — Ӗмĕтленни кăлăхах пулчĕ.
Иккĕшĕ те ахăлтатса кулса ячĕç. Сак çине кайса ларчĕç. Кучченеçсене тутанса пăхрĕç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев