Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫемье историне упракан фестиваль

Районта Фестиваль родословных «Эхо веков в истории семьи» – «Тарихта без эзлебез» республика фестивалӗн муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ

Фестивале йӑх-несӗл традицийӗсене упраса хӑварма, ҫемье ҫыхӑнӑвӗсене тата ӑрусен тӑсӑмлӑхне ҫирӗплетме тӗллев лартнӑччӗ. Йӗркелекенӗ – Тутарстан Республикин Архив ӗҫӗпе ӗҫлекен Патшалӑх комитечӗ.

Фестивале районти тӗрлӗ ялтан виҫӗ ҫемье: Алешкин-Саплăк ялӗнчен Клементьевсем, Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен Абдракиповсем тата Хурăнвар-Шăхаль ялӗнчен Михайловсем хутшӑнчӗç. Вӗсенчен кашниех районта туслӑ, килӗштерсе  пурӑнакан тутар тата чӑваш культурине сӗнчӗ. 

Мероприяти фойери куравран пуҫланчӗ, унта хутшăнакансем хăйсен çемйисен йӑх-несӗл йывӑҫҫисене, ҫавӑн пекех, йӑлана кӗнӗ ҫемье тата наци апат-ҫимӗҫне тӑратнăччӗ. Фестивалӗн иккӗмӗш пайӗ сцена ҫинче тӑсӑлчӗ. Саламлă сӑмахсемпе районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тухса калаҫрӗ. Вӑл хутшӑнакансене килес ӑрусем валли ҫемье историне упраса хӑварас енӗпе  тӗллевлӗ ӗҫсемшӗн тав турӗ, хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ.

Конкурсӑн пултарулӑх пайӗнче кашни ҫемье визит карточкипе пултарулăх номерне сӗнчӗ. 

Клементьевсен ҫемйи (Наталия Клементьева республика конкурсӗсенче пӗрре мар ҫӗнтернӗ) ятарлӑ ҫар операцийӗсен зонинче службăра тăракан ывӑлӗсене халалланӑ эмоциллӗ сӑмах хатӗрленӗччӗ.

Кивӗ Шемӗршелӗнчи Абдракиповсем ялти, районти мероприятисене хастар хутшӑнакансем пулнă май, тутар культурипе паллаштарчӗҫ. Вӗсем конкурса традицилле  апат-ҫимӗҫ илсе килнӗччӗ, сцена ҫинче тухса калаҫнӑ май, Абдракиповсен пысăк йӑх-несӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, тутар халӑх юррине шӑрантарчӗҫ. Абдакиповсен йӑх-несӗлсен йывӑҫçине йывăç тата хӗвел пайӑркисем евӗр кӑтартнӑччӗ.

300 ҫул ытла тăсăлакан йăх-несӗлӗ пулнӑ Михайловсен ҫемйи архив кӑтартӑвӗсемпе тарӑн тӗпчев ӗҫӗ ирттернӗ, кун пирки сӑн ӳкерчӗксемпе документсене конкурса сӗнчӗç. Уявра вӗсем хӑнасене ҫӗрулмипе ҫӑнӑхран хатӗрленӗ «мимер» ятлă чӑваш наци апачӗпе хӑналарӗç.

Хутшӑнакансене Тутарстан Республикин Архив ӗҫӗпе ӗҫлекен Патшалӑх комитечӗн тата Хусанти культура институчӗн представителӗсем кӗнӗ компетентлӑ жюри хакларӗ. Жюри ертӳçи Оксана Комиссарова пур ҫемье те лайăх хатӗрленнине тата ҫӗнтерӳҫӗне палӑртма йывӑррине палӑртса иртрӗ.

Конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, ҫитес тапхӑрта район ятӗнчен Михайловсен ҫемйи тухӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Абдракиповсен ҫемйи, виҫҫӗмӗш вырăнта Клементьевсен ҫемйи пулчӗ. Призерсем пурте Хисеп грамотисен тата укҫа-тенкӗ парнисемпе сертификатсен хуçисем пулчӗç.

Справка
Кӑҫал «Эхо веков в истории семьи»  – «Тарихта без эзлебез» фестиваль саккӑрмӗш хут иртет. Ăна 2019 ҫулта Тутарстан Республикин Архив ӗҫӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ сӗннӗ, наци йӑли-йӗркине ҫӗнетме тата ӑрусен тăсăмлăхне ҫирӗплетме тӗллев лартнӑччӗ.
Фестивале темиҫе ӑру представителӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кашни ҫемьен йӑх-несӗл йывăççи пулмалла. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев